Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял территорийĕсене аталантарма

20 сентября 2017 г.

Министрсен Кабинечĕн пайташĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертỹçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăра Михаил Игнатьев ял территорийĕсене аталантарассипе йышăннă патшалăх программи пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.

2015-2017 çулсенче ял территорийĕсене аталантарма мĕнпур бюджетсенчен 2 млрд.546,7 млн. тенкĕ тăкакланă, вĕсенчен республика хыснинчен - 76,5 процент куçарнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, 2017 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуçарăвĕпе ял халăхне пулăшу кỹме тепĕр пуçаруллă механизм вăя кĕнĕ. Çынсен сĕнĕвĕсене шута илсе ял тăрăхĕсенче проектсем йышăнаççĕ, вĕсене пурнăçлама республика бюджетĕнчен пулăшу куçарса параççĕ. Кăçал республикăри районсемпе хула тăрăхĕнчи пуçаруллă проектсене хута яма 84 ĕçе шута илнĕ, вĕсем валли 97,1 млн тенкĕ пăхса хăварнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика