Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район - 90 çулта. Истори страницисем

20 сентября 2017 г.

Елчĕк тăрăхĕнче те "КĂВАК ÇУЛĂМ" ялкăшать...

Нумайăшĕ ас тăваççĕ пулĕ, районти ĕçпе юрă тата спортăн кăçалхи уявĕнче - Акатуйра пирĕн республикăн Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Енĕн тĕп хулинчен чылай инçетре вырнаçнă тăрăха - Елчĕке çутçанталăк газне çитересси пирки сăмах пуçарнăччĕ. Унтанпа шыв-шурĕ сахал мар юхса иртрĕ, çапах сăмах çилпе вĕçмерĕ. Тен, хăшĕ-пĕри Елчĕкпе Таяпа Энтрине çыхăнтаракан асфальтлă çул хĕрринче çутçанталăк газне валеçекен станци ỹссе ларнине питех асăрхасах та юлаймарĕ пулĕ. Унччен вара... Ĕç калăпăшĕ пысăккине нумайăшĕ асăрхасах тăчĕç. Çулталăк каялла пуçарнă ĕçсем кунран-кун вăй илчĕç. Темле йывăр пулсан та - шăрăх-и, сивĕ-и, çумăр-и е юр çăвать-и - нихăçан та, нимĕнле çанталăк та хĕрỹ чĕресене чарса тăма пултараймарĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашне 72-мĕш Елчĕк суйлав округĕ тăрăх суйланнă депутат А.Гусаров ертсе пыракан "Лига" тулли мар яваплă общество ĕçченĕсем кĕске вăхăт хушшинчех пысăк пусăмлă газ пăрăхне 28,6 километр хурса хăварма пултарчĕç. Çак енĕпе пирĕн республика 46,4 миллион тенкĕ тăкакларĕ. Ăна хывнă вăхăтра ытти çĕрте те ĕç вĕрерĕ. Акă, "Газпром" АУО укçи-тенкипе ялсем хушшинче те 38 километр газ пăрăхĕ хума ĕлкĕрнĕ.

Пирĕн районта вăрманĕ сахал, çавна май вут-шанкă хатĕрлеме питĕ йывăр. Çĕр кăмрăкне турттарса килме çăмăлах мар, çавăн пекех унăн хакĕ те чылайăшне ĕнсене хыçтарать. Çутçанталăк газне кашни çуртрах кĕртни вĕсемшĕн ырлăх çеç пулĕччĕ: нушаланмалли те сахал, кил-çуртра та ăшă. Çавăнпа та халĕ пĕр тăхтаса тăмасăрах ял патне газ пăрăхĕ çитичченех хатĕрленỹ ĕçĕсене туса ирттермелле, проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлессине вĕçлемелле. Кайран чавсана çыртмалла ан пултăр.

Елчĕк тăрăхне пысăк пусăмлă газ илсе килесси çăмăлах пулмарĕ.

Çапах та ял çынни ĕмĕтленнĕ ĕмĕт пурнăçланчех - Елчĕк ене те çутçанталăк газĕ çитрĕ. Çакă пирĕн тăрăхшăн çеç мар, пĕтĕм республика кун-çулне кĕрсе юлмалли пулăм - тинех çутçанталăк газĕ республикăри пур района та килчĕ. Çавна май чỹк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Елчĕкре уяв иртрĕ.

Елчĕк ялĕнчи çутçанталăк газне валеçекен станци патне ирхине ку тăрăхра пурăнакансем пухăнма пуçларĕç.

Чăваш Республикин Президентне Н.Федорова, "Волготрансгаз" тулли мар яваплă обществăн (вăл "Газпром" АУО предприятийĕ шутланать) ертỹçине И.Щеголева тата ытти хăнасене чăваш наци тумне тăхăннă чăваш хĕрĕсемпе ывăлĕсем çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа кĕтсе илеççĕ. Кунтах кăмăллă савăк юрă-кĕвĕ янăрать. Хаклă хăнасем хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн савăнăçлă митинг пуçланать. Çутçанталăк газĕн факелне хăнасем чĕртеççĕ. Тинех Елчĕк тăрăхĕнче те "кăвак çулăм"чăннипех ялкăшма пуçларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин республика Президентне Н.Федорова сăмах парать.

- Елчĕк халăхĕ ялан хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, сатурлăхĕпе палăрса тăнă, - палăртрĕ Николай Васильевич. - Вăл малашне "кăвак çулăмпа" усă курма пуçлани унăн йывăр ĕçне чылай çăмăллатма май парĕ. Ку тăрăхра çутçанталăк газĕпе усă курма пуçланине шута илсен, ĕçе ыттисенчен икĕ-виçĕ хут хăвăртрах пурнăçламалла, пĕтĕм ялсене çитес икĕ-виçĕ çултан кая юлмасăр газификацилемелле. Çакна тума эпир республика бюджетĕнчен те, ытти çăлкуçсенчен те укçа-тенкĕ уйăрса пама майсем шыратпăр.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн Н.Миллинăн тав сăмахĕсене те хумханмасăр итлеме çук:

- Кăçал чỹк уйăхĕн 26-мĕшĕ пирĕн район кун-çулне ырă самантпа - района çутçанталăк газĕ çитнипе кĕрсе юлать. Хамăр районта пурăнакан 28 пин çын ячĕпе Чăваш Республикин Президентне Н.Федорова, республикăн Правительство пуçлăхне Н.Партасовăна, "Волготрансгаз" ООО ертỹçине И.Щеголева, пирĕн депутатсене - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председательне М.Михайловскине, А.Гусарова, района çутçанталăк газне илсе килессишĕн тăрăшнă проектировщиксене, строительсене, монтажниксене, ытти патвар ĕçченсене пуç таятăп.

Çутçанталăк газĕн пăрăхĕсене хурассипе пĕтĕм вăй-халне парса ĕçленĕ çынсене чысланă хыççăн хаклă хăнасем районти тĕп больницăн газ хуранĕсем вырнаçтарнă котельнăйне кĕчĕç. Унтан вĕсем Елчĕк ялĕнчи Çĕнтерĕве 50 çул ячĕллĕ урамра пурăнакан В.Сайкин çуртĕнче пулчĕç, кунта çут-çанталăк газĕпе ĕçлекен плитана, хурана чĕртрĕç.

А.КАРЛИН. 2002 çулхи чỹк уйăхĕн 30-мĕшĕ. (Кĕскетсе пичетленĕ).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика