Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен малтисен йышĕнче

16 сентября 2017 г.

РФ Ĕçлев министерстви халăха ĕçпе тивĕçтерес отрасльти патшалăх пулăшăвĕсен пахалăхне тишкерсе ирттерекен мониторингăн кăçалхи çур çулăн кăтартăвĕсем тăрăх пирĕн республика унчченхи çулсенчи пекех (2011 çултанпа) чи лайăххисен йышне кĕнĕ.

Сăмахран, ятарлă центрсенче çулталăк ытла учетра тăракансен йышĕ 1,7 процентпа танлашнă. Ку кăтартупа Чăваш Ен виççĕмĕш картлашкана хăпарнă. Ĕçсĕррисене ĕçпе тивĕçтерес енĕпе пирĕн республика пĕрремĕш вырăн йышăннă. (Танлаштарар: Раççейре - 65,4 процент, Чăваш Енре - 86,3 процент), сусăрсене ĕç тупса парас тĕлĕшпе - пиллĕкмĕш вырăнта.

Министерство специалисчĕсем ĕçпе тивĕçтерекен службăсем предприяти-организацисемпе - ĕç паракансемпе çыхăнса ĕçленине те шута илеççĕ. Ятарлă центрсенче вакансисен шучĕ ỹснине палăртнă.

Ĕçсĕррисене общество ĕçне явăçтарас енĕпе те малти вырăнта, çамрăк граждансемпе выпускниксене ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе те лайăххисен йышне кĕнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика