Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ят-сума ĕçпе тивĕçнĕ

16 сентября 2017 г.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин Николай Алексеев тата Светлана Архипова журналистсемпе тĕл пулнă.

Сăлтавĕ те пур. Хаçат редакцийĕнче 36 çул, çав шутран нумай çул яваплă секретарьте, 10 çула яхăн тĕп редакторта тăрăшнă Николай Васильевич çак кунсенче тивĕçлĕ канăва кайрĕ. Пултаруллă, пысăк опытлă ĕçчен пенси ỹсĕмне çитсен те 3 çула яхăн хаçат редакцийĕн тилхепине тытса пычĕ.

Николай Миллин Николай Алексеева чылай çул тỹрĕ кăмăлпа, яваплăха туйса тата килĕштерсе ĕçленĕшĕн пысăк тав сăмахĕ каларĕ. Районта çутçанталăк газне кĕртнĕ тапхăрта халăх хушшинче ăнлантару ĕçне тивĕçлĕ шайра пурнăçласа пынăшăн хаçат редакцине, çак темăна çутатса пынă Николай Васильевича уйрăмах тав сăмахĕ каларĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Николай Алексеевăн халăх хушшинчи ят-сумĕ пысăк. Тивĕçе пĕлсе, яваплăха туйса нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн вăл чылай наградăна тивĕçнĕ. Чи сумлă наградăсен шутĕнче Чăваш Республикин Хисеп грамотине (2003 ç.), Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне (2015 ç.) тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята (2016 ç.) тивĕçни.

Çак кунсенче Николай Васильевича Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов редакторсен канашлăвне чĕнсе илсе Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн Тав хучĕпе чысларĕ, малашнехи пурнăçра ăнăçусем сунчĕ. Салам сăмахĕсем çумне районсемпе хуласен редакцийĕсен тĕп редакторĕсем те хутшăнчĕç.

Редакцире пĕр улшăнмасăр 29 çул ĕçлекен, çав шутран 20 çулне ялхуçалăх пайĕн редакторĕнче вăй хунă Светлана Архипова хальхи вăхăтра тĕп редакторăн тивĕçĕсене пурнăçласа пырать.

Елена ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика