Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартмалли сахал мар

16 сентября 2017 г.

Хальхи вăхăтра çĕршывра шалти тата тулашри туризма аталантарассипе çыхăннă ыйту чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Раççейре 2013-2020 çулсенче культурăпа туризма аталантармалли патшалăх программипе килĕшỹллĕн 50 яхăн турист кластерĕ тума палăртнă, çав шутра Чăваш Енре - "Этническая Чувашия".

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев витĕмĕпе Чăваш Енре туризма аталантарас ĕç вăй илсе пыни куç умĕнче. Акă, авăн уйăхĕн 21-27-мĕшĕсенче республикăра "Чăваш Енри туризм эрни" ятпа анлă мероприяти иртет. Акцие Пĕтĕм тĕнчери туризм кунне (ăна сентябрĕн 27-мĕшĕнче паллă тăваççĕ) халалласа йĕркелеççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - туризм юхăмне вăйлатасси тата Чăваш Ене туристсене илĕртесси. Çичĕ кунра тематика площадкисенче регионти турист пĕрлешĕвĕсен представителĕсемпе республикăра пурăнакансем кăна мар, ытти регионти хăнасем те хутшăнаççĕ.

Программăра - çавра сĕтелсем, ăсталăх сехечĕсемпе семинарсем, пресс-турсем, презентацисем, экскурсисен çĕнĕ маршручĕсем. Эрнере Чăваш Республикинчи влаç органĕсемпе бизнес-пĕрлешỹсен пĕрлехи канашлăвĕ те паллă пулăм пулса юлĕ. Çавăн пекех республикăри "Чăваш Республикинчи туризм индустрийĕн лидерĕ" республика конкурсне те пĕтĕмлетĕç. Чăваш Республикин Культура министерствинче асăннă мероприятин планĕпе программине йĕркеленĕ. Унта пирĕн районти экскурси маршручĕсене те кĕртнĕ.

Халĕ районта туризм эрнинче ирттерме палăртнă программăпа тĕплĕнрех паллаштарас килет. "Елчĕк тăрăхĕнче илемлĕ вырăнсем пур-и? Хăнасене ăçта илсе кайса кăтартма пулать?" - текен ыйтусем чăннипех те канăç памаççĕ. Тарăн шухăшласан пирĕн район аваллăхпа, культурăпа питĕ пуян, пирĕн хăнасене кăтартмалли пурах.

Туризм эрнине уçса шкулсенче урок-презентацисем, калаçусем иртĕç. Вĕренекенсем шкулсенчи музейсемпе тĕплĕнрех паллашĕç. Çарпа Мухтав кĕтесĕсенче йĕркелекен "Иртнине манмастпăр! Хальхипе мухтанатпăр! Малашлăх çинчен шутлатпăр!" калаçу хăйне евĕрлĕ кăсăклă пулĕ.

Авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче кăнтăрла иртсен 2 сехетре Елчĕк ялĕнчи культурăпа архитектура палăкĕсемпе паллаштаратпăр. Туристсем çуран утса А.Буйновский çуртне, Марков купса лавккине, Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейне çитсе курĕç. Музейра "Елчĕк районĕнчи çичĕ тĕлĕнтермĕш" презентаци те кăсăклă пулĕ. Кунтах ал ĕçĕсен мастер-класĕ иртĕ. Авăнăн 23-мĕшĕнче 10 сехетре Лаш Таяпари "Кашкăр йăви" сунарçăпа турист комплексĕнче уçă алăксен кунĕ пуçланать. Кунтах хăнасене "Таяпа кĕввисем" фольклор, "Наци кухни - халăхсен туслăхĕн çăлкуçĕ" фестивальсем кĕтеççĕ. Пурте кулинари конкурсĕсене, мастер-классене хутшăнма, наци апат-çимĕçне астивме, сувенирĕсене туянма пултараççĕ. Çамрăк туристсемшĕн аттракционсем ĕçлĕç. Пултарулăх коллективĕсен юрри-ташши, тĕрлĕ шоу-программа уява тата илем кỹрĕ.

Авăнăн 24-мĕшĕнче 11 сехетре "Тĕлĕнмелли хамăр çумрах" экологи сукмакĕ туристсене регион шайĕнчи çутçанталăк палăкĕ патне - Патреккелти çăлкуçа илсе çитерĕ. Ку тăрăх сад пахчипе, тĕрлĕ йывăç-тĕмпе, кỹлĕсемпе - хăйне евĕрлĕ çутçанталăк ландшафчĕпе пуян. Кунтах "Пĕлетĕн-и эсĕ хăвăн пĕчĕк çĕршывна?" викторина иртĕ.

Авăнăн 25-мĕшĕнче туристсене Курнавăшри шкул музейĕнче "Туризм шкулĕ" практика семинарĕ пуçтарĕ.

Авăнăн 26-мĕшĕнче Аслă Елчĕк ял уявĕ. Тĕнче шайĕнче этнопедагогикăна никĕсленĕ Г.Н.Волков академикăн тăван ялĕнче туристсене интереслентермелли чылай.

Авăнăн 27-мĕшĕнче Елчĕк районĕн 90 çулхи юбилейне халалланă краеведени вăййисем, чĕрĕ уроксем иртĕç. Районти тĕп библиотекăра эрнене пĕтĕмлетĕпĕр.

Хисеплĕ вулакансем, хăнасем! Сире туризм эрнине хутшăнма чĕнетпĕр. Кашнийĕн валли пĕлмелли, кăсăкланмалли, интересли тупăнатех унта.

А.АЛЕКСАНДРОВА,
райадминистрацин культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика