Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Зарема Князева - Эктел ячĕллĕ преми лауреачĕ

16 сентября 2017 г.

Зарема Князева - Эктел ячĕллĕ преми лауреачĕ

Сентябрĕн 5-мĕшĕнче Елчĕк районне туса хунăранпа 90 çул çитрĕ. Мана, авалхи Лаш Таяпара çуралса ỹснĕ педагога тата историке, тăван тавралăх илемне, халăх йăли-йĕркине тĕпчесе ỹссе çитĕннĕ краеведа тата çыравçа, 1970 çулсенче ВЛКСМ райкомĕн секретарĕнче вăй хунă ĕçпе спорт ветеранне, çав сумлă юбилее халалласа тĕрлĕ çĕрте пысăк пĕлтерĕшлĕ нумай мероприяти ирттерни савăнтарать.

Иртнĕ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче Елчĕк районне ертсе пынă е тĕрлĕ хуçалăхсемпе предприятисенче, шкулсемпе учрежденисенче ĕçлесе палăрнă вун-вун ентеш каярах тĕрлĕ сăлтавсене пула Шупашкара куçса килнĕ. Вĕсенчен чылайăшне, сăмахран, Раççей Федерацийĕн ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Василий Шадрикова, тава тивĕçлĕ агрономне Александр Евтихеева, Чăваш АССР халăх художникне, патшалăх премийĕн лауреатне Владимир Агеева, Федор Петрянкин, Анатолий Волков, Сергей Ксенофонтов, Иван Данилов, Валентина Соколова профессорсене, Чăваш Республикин халăх артисчĕсене Иванпа Вячеслав Христофоровсене, Валентина Музыкантова- Агеевăна тата Елчĕк тăрăхĕнчен тухнă мухтавлă хăш-пĕр çынсене паян республика лайăх пĕлет. Вĕсем пурте район юбилейне халалласа ирттерекен пĕр-пĕр мероприятие хутшăнасшăн.

Чĕрĕк ĕмĕре яхăн каялла И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вăл вăхăтри проректорĕ Олег Викторов, ЧР вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Валерий Сапожников, Атăл тăрăхĕнчи паллă юрăç Иван Христофоров (вĕсем виççĕшĕ те Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕсем), çавăн пекех "Калем" издательство ертỹçи Василий Сидоров-Эктел тата хăш-пĕр сумлă ĕç ветеранĕсем пуçарнипе Шупашкарта "Елчĕк ен" ентешлĕх туса хутăмăр. Шел пулин те, чăвашлăх аталанăвĕшĕн пĕтĕм чунне парса ĕçленĕ, 20 кĕнекене яхăн çырса вĕсене тăван халăха парнелеме мехел çитернĕ Василий Эктел 12 çул каялла пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Çавăн хыççăн ентешлĕх ертỹçисем Олег Николаевичпа Валерий Васильевич сĕннипе Елчĕк тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнакан е тĕрлĕ çĕрте вĕренекен 30 çултан кĕçĕнрех, культурăпа искусствăра тата литературăра палăракан çамрăксене хавхалантарма Василий Эктел ячĕллĕ премине пама йышăннă. Кăçалччен çак чыса Аслă Таяпари, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи, Патреккелти, Акчелти, Курнавăшри, Кỹлпуçĕнчи яшсемпе хĕрсем тивĕçнĕ.

Нумаях пулмасть Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей спорт мастерĕ Алексей Лапшин ертсе пыракан ентешлĕх канашĕн анлă ларăвĕ пулса иртрĕ. Унта пĕрремĕш ыйтупа Елчĕк районне туса хунăранпа 90 çул çитнине халалланă "Елчĕк ен" ентешлĕхĕн савăнăçлă уявне октябрĕн 27-мĕшĕнче Чăваш ялхуçалăх академийĕнче ирттерме, иккĕмĕш ыйтупа Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕн В.П.Сидоров-Эктелĕн премине Лаш Таяпари культура çурчĕн заведующине Зарема Князевăна пама йышăнчĕç.

Лащă шывĕ хĕрринчи илемлĕ ялта çуралса ỹснĕ, Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтне пĕтернĕ Зарема Олеговна - хăйĕн сумлă та пархатарлă ентешĕсен Мария Бикуловăпа Мария Михееван тата тăван ял культурипе илемлĕхне лайăхлатассишĕн нумай вăй хунă аслă ăрури юлташĕсен ырă йăлисене малалла тăсаканĕсенчен пĕри. Ăна кашни кунах ял варринчи керменре кăна мар, шкулта е ача садĕнче, стадионта та курма пулать. Вăл пуçарнипе культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленĕ "Тайпи" ансамбль хăйĕн пултарулăхне çывăхри чылай ялта, Шупашкарта, кỹршĕллĕ Тутарстанра тата Ульяновск облаçĕнче кăтартнă. Зарема Олеговна хăй вара, çепĕç те илĕртỹллĕ сасăллă солистка пулнă май, республикăри Культура министерствипе Чăваш наци конгресĕ ирттерекен Пĕтĕм Раççейри "Кĕмĕл сасă" юрă фестивалĕсене хутшăнса темиçе хутчен дипломант ятне, кăçалхи çуркунне Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри XVIII фестивальте призлă вырăна йышăнса лауреатăн 2 степень дипломне тивĕçнĕ. Лаш Таяпа шăпчăкĕ мĕнле юрланине час-часах Чăваш наци телевиденийĕпе курма е радиопа итлеме пулать.

Тăван ялăн илемĕпе чапне тата культурине пирĕн саманара çĕклекен Зарема Князева çавăн пекех - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ.

Çак уйăхри ылтăн кĕркунне пуçламăшĕнче Лаш Таяпапа Елчĕк хутлăхĕнчи чи хỹхĕм те хастар, çав вăхăтрах сăпайлă пике 30 çул тултарать. Эппин, манăн тăван ялта - тепĕр юбилей. Зарема, сана эпир "Елчĕк ен" ентешлĕх ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, çемье телейĕ, юрату, культурăпа искусство тĕнчинче тата пысăкрах çитĕнỹсем сунатпăр.

Петр СИДОРОВ,
ентешлĕхĕн яваплă секретарĕ.

Сăнỹкерчĕкре: Зарема Князевăпа Петр Сидоров районти Акатуйра. С.Журавлев сăнỹкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика