Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕк çамрăкĕсен çитĕнĕвĕ

16 сентября 2017 г.

Сентябрĕн 7-11-мĕшĕсенче Беларуç Республикинчи Могилев хулинче полиатлон енĕпе тĕнче чемпионачĕ иртнĕ. Ăмăрту 15 çĕршыври 200 ытла спортсмена пĕрлештернĕ. Раççей пĕрлештернĕ командинче Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕн команди те пулнă. Çамрăк спортсменсене Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, полиатлон енĕпе спорт мастерĕ Надежда Иванова хатĕрлет.

Чемпионатра Раççей команди мала тухнă. Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕн команди спорт клубĕсем хушшинче çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Калас пулать, вĕсемех аслă шкулсем хушшинче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Палăртма кăмăллă: тĕнче шайĕнчи ăмăртура пирĕн район çамрăкĕсем пысăк çитĕнỹсемпе палăрнă. Елчĕк шкулĕнче вĕреннĕ, спорт мастерĕн кандидачĕ Алексей Леонтьев полиатлонăн тăватă енлĕ ăмăртăвĕнче (пневматика винтовкинчен тĕл пересси, спринт, ирĕклĕ майпа ишесси, чупасси) 21-23 çулхи çамрăксем хушшинче 346 очко пухса спорт мастерĕн нормативне тултарса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. 16-17 çулсенчи çамрăксем хушшинче Елчĕк шкулĕнче вĕреннĕ, хальхи вăхăтра Шупашкарти медицина колледжĕнче вĕренекен Александр Игнатьев, иккĕмĕш призера 4 очко кăна выляса ярса, виççĕмĕш вырăна тухнă. Çамрăк полиатлонистшăн çакă пысăк çитĕнỹ. Каччăсен пĕрремĕш тренерĕ Алексей Васильев пулнă. Хальхи вăхăтра иккĕшĕ те ăсталăха Надежда Иванова тренер патĕнче туптаççĕ.

Çамрăк спортсменсене тĕнче шайĕнчи чемпионата кайма Елчĕк ялĕнчи çамрăксен фончĕ тата Елчĕк ял тăрăхĕн депутачĕ Дмитрий Судаков, Владимир Ишмуратов пулăшу кỹнĕ. Спортра пысăк утăмсем тума пуçланă каччăсем вĕсене тав тăваççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика