Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Сывлăх" сывлăхшăн тăрăшать

16 сентября 2017 г.

Елчĕкри "Улăп" физкультурăпа спорт керменĕ уçăлни кĕçех 10 çул çитет.

2008 çулхи февраль уйăхĕнче Елчĕк халăхĕ çĕнĕ хăтлă спортзала, бассейна шыва кĕме çỹреме пуçларĕ. Çак уйăхрах кунта "Сывлăх" ушкăнĕ йĕркеленчĕ. Унтанпа сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшакансем спорт керменĕнчен тухма пĕлмеççĕ. Спорт тĕрлĕ ăрури туссене пĕрлештерчĕ. Вĕсем пĕр çемьери пек туслă пурăнаççĕ. "Сывлăх" ушкăнне çỹрекенсем районти ăмăртусене те хастар хутшăнаççĕ. Хăйсем те ăмăртусем йĕркелеме пулăшаççĕ. Спорт тусĕсем район çыннисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Сывă пурнăç йĕркине тĕпе хурса пурăнакансем иртнĕ канмалли кунсенче Лаш Таяпари сунарçăпа турист комплексĕнче пулчĕç. Унăн ертỹçи Леонид Князев комплекс ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Курмалли, аваллăхпа çыхăннă япаласемпе кăсăкланмалли питĕ нумай кунта. Леонид Васильевич пысăк ĕмĕтлĕ, çунатлă çын. Турист комплексне аталантарас енĕпе шухăшĕсем пысăк, анчах укçа-тенкĕ çитменни чылай çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртме май памасть. "Сывлăх" ушкăнĕн членĕсем хастар çынна май килнĕ таран пулăшỹ кỹме пулчĕç.

И.ВАСИЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика