Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырмана вĕçлесси - тĕп тĕллев

13 сентября 2017 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикунах ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, ялхуçалăх производство кооперативĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен, райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе районти уй-хирсенче вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе кăсăкланса оперативлă канашлу ирттернĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ чи малтанах хуçалăхсенчи уй-хир ĕçĕсен хăвăртлăхĕпе питĕ кăмăлсăр пулнине палăртнă. Ял çыннисем уяр кунăн кашни саманчĕпе туллин усă курмаллине, яваплăха ỹстермеллине çирĕплетсе каланă.

Сентябрĕн 11-мĕшĕ тĕлне районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 18220 гектар çинчен çапса тĕшĕленĕ, ку вăл мĕнпур лаптăкăн 83 проценчĕ. Çав вăхăтрах ялхуçалăх организацийĕсем умри тĕллеве 88 процент пурнăçланă пулсан, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче - 73 процент анчах. "Победа" ООО, "Труд", "Рассвет" ялхуçалăх производство кооперативĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмпех пуçтарса кĕртнĕ. Чылай хуçалăхсенче юлашки гектарсем юлнă. Анчах та хăш-пĕр ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче ĕç кал-кал пымасть-ха.

Николай Петрович ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем умне вырма ĕçĕсене контрольлесе тăрас тата тыр-пула кĕске вăхăтра пуçтарса кĕртес енĕпе конкретлă тĕллевсем лартнă.

Çав кунах Николай Миллинпа унăн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый, ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче пулнă, А.Севриков, Б.Головин, А.Шадриков, А.Петров хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчи вырма ĕçĕсемпе паллашнă, ĕçе хăвăртлатмалли майсене сỹтсе явнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика