Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăматкун - "Наци кросĕ"

13 сентября 2017 г.

Шăматкун - "Наци кросĕ"

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый пулса иртнĕ тата çак шăматкун, сентябрĕн 16-мĕшĕнче, иртекен пĕтĕм Раççейри "Наци кросĕ" пирки чарăнса тăнă.

Сентябрĕн 9-мĕшĕнче икĕ хут Совет Союзĕн Геройне Андриян Григорьевич Николаев космонавт летчика асăнса, "Советская Чувашия" хаçат парнисемшĕн кăçалхипе 79-мĕш хут республикăри çăмăл атлетсен эстафети иртнĕ. Ăмăртăва пурĕ 190 команда хутшăннă, вăл шутран - Елчĕк районĕнчен 6 команда. Район чысне райадминистрацин, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн, Хăвăлçырмари, Тĕмерти тĕп, Елчĕкри, Курнавăшри вăтам шкулсен командисем хỹтĕленĕ. "Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсен команди" ушкăнĕнче Хăвăлçырмасем (тренерĕ Андрей Карсаков) çĕнтерỹçĕ пулса тăнă, "Шкул чысĕ" кубока çĕнсе илнĕ. Тĕмер шкулĕн команди вара (тренерĕ Олег Муравьев) иккĕмĕш вырăна тухнă. "Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул" ушкăнĕнче 35 команда хушшинче Елчĕксемпе Курнавăшсем улттăмĕшпе çиччĕмĕш вырăнсене йышăннă. "Ял тăрăхĕнчи пĕрлештернĕ команда" ушкăнĕнче Кĕçĕн Таяпасем (тренерĕ Михаил Скворцов) тăваттăмĕш вырăна тивĕçнĕ. Районсемпе хуласен администрацийĕсен 26 команди хушшинче Елчĕксем 14-мĕш вырăна тухнă.

Леонард Левый "Наци кросĕ - 2017" чупăва çỹллĕ шайра ирттерме чĕнсе каларĕ. Районти организацисемпе предприятисенче ĕçлекенсем çитес шăматкун Елчĕкри Тĕп лапамра старта тухаççĕ. Чупу ял тăрăхĕсенче те иртет.

"Спутник-1" ООО директорĕ Василий Чернов общество ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Штатра 12 çын ĕçлет. Асăннă организаци район центрĕнче пурăнакансене 6 артезиан скважининчи шывпа тивĕçтерет. Çулталăкне пĕтĕмпе 47 пин кубла метр шыв уçласа 1002 пин тенкĕ тăкаклать. 1 кубла метр шыв парса тăрассин тарифĕ 22 тенкĕ те 13 пуспа танлашать. Каяш шывсене юхтармалли 3 канализаци станцийĕ ĕçлет. Обществăн шывпа тивĕçтернин тата ăна юхтарса кăларнин çулталăкри тупăшĕ 2542 пин тенкĕпе танлашнă, çулталăкри тăкакĕ 1167 пин тенкĕ пулнă.

Халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай начальникĕ Ирина Аникина кăçалхи сакăр уйăхри ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти çивĕч ыйтусене те сỹтсе явнă.

Сăнỹкерчĕкре: "Советская Чувашия" хаçат парнисемшĕн ăмăртăва хутшăннă çĕнтерỹçĕ команда (Хăвăлçырма шкулĕ).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика