Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕкĕм, чечеклен эс çултан-çул

13 сентября 2017 г.

Елчĕкĕм, чечеклен эс çултан-çул

Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Елчĕк ял уявĕ иртрĕ.

Чиркỹ чанĕн сасси çак кун ял тăрăх ир-ирех саланчĕ. Елчĕкри Александр Невский ячĕллĕ чиркỹре уява халалласа кĕлĕ иртрĕ. Ăна вырăнти чиркỹ настоятелĕ Александр Сенькин тата унăн ывăлĕ Александр атте, Курнавăшри Христос çуралнин чиркĕвĕн настоятелĕ Анатолий (Емельянов) протоиерей ертсе пычĕç. Вырăс православи чиркĕвĕ шăп çак кун Александр Невский княçăн çĕрмен ỹтне Владимир хулинчен Петербурга - Александр Невский лаврĕн Троица чиркĕвне куçарнине паллă тăвать. Кĕлĕ хыççăн пурте хĕреслĕ çулçỹреве хутшăнчĕç.

Ỹкĕтлев сăмахĕсенче Александр атте халăхшăн, патшалăхăмăршăн, православи тĕнĕшĕн ỹтне, чунĕпе юнне хĕрхенмен Александр Невский княçăн хăватлă ĕçĕсем пирки каласа кăтартрĕ.

- Хамăрăн тĕнĕмĕре упрасси, ырă пурнăçăмăршăн пуçĕсене хунă таса çынсене асра тытасси пирĕн тĕп тивĕç. Вĕсем пире яланах тăшмансенчен сыхласа тата упраса пурăнаççĕ, - палăртрĕ вăл.

Александр атте таса тĕне тыса пырас ĕçре пĕр-пĕрне ăнланса тата пулăшса пынăшăн районти пур пачăшкăна, ĕненỹпе чиркĕве çỹрекенсене пысăк тав сăмахĕ каларĕ. Елчĕк ялĕн уявне тата районăн 90 çулхи юбилейне тивĕçлĕ кĕтсе илсе паллă тăвас енĕпе Елчĕк чиркĕвĕнче юлашки вăхăтра сахал мар ĕç пурнăçланă. Чиркĕве çỹрекенсем тăрăшнипе кăçал чиркỹ картишĕнче тирпей-илем кĕртме, чиркỹ таврашĕнчи картасене сăрласа çĕнетме вăй çитернĕ. Паянхи кун тĕлне чиркỹ тăрринчи пĕр купола улăштарнă, çывăх кунсенче тепĕр купола хăпартас ĕçе вĕçлеме палăртаççĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама хутшăннă кашни çыннах пысăк тав сăмахĕ каларĕ чиркỹ настоятелĕ.

Елчĕк çамрăкĕсен сăнỹкерчĕкĕсенчен хатĕрленĕ "Манăн ялăм - манăн мăнаçлăх", "Тăван тавралăхăм, сана эп халаллатăп" курав тăван тавралăхăн тата тăван ялăн халĕччен асăрхаман илемне сăнланине асăрхарĕç куравпа паллашакансем. Тĕп лапамра Чăваш Республикинчи Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне, Елчĕк районĕ 90 çул тултарнине халалланă Елчĕкре пурăнакан Ирина Егорова, Сергей Долгов вĕрентекенсен, Елчĕкри тăван тавралăх тата халăх музейĕн, Елчĕкри тĕп библиотека ĕçченĕсен, Елчĕкри искусство шкулне çỹрекенсен тата Римма Парферьева преподавателĕн алă ĕçĕсенчен, сăнỹкерчĕксенчен, "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕн 85 çулхи юбилейне халалланă тĕрлĕ çулсенчи сăнỹкерчĕксенчен хатĕрленĕ куравсем ĕçлерĕç. Район центрĕнче вырнаçнă организацисемпе предприятисенче тăрăшакансен кăмăл, чун пуянлăхĕ чăннипех те пысăк пулнине кăтартса пачĕç асăннă куравсем.

Çак кун Тĕп лапам илемлĕ кĕвĕ-çемĕпе тата ача-пăчан хавас сассипе кĕрлесе анчах тăчĕ, кунтах суту-илỹ лавккисем ĕçлерĕç. Батут, карусель, чуччу çинче, пони лашапа ярăнни вĕсен асĕнче нумайлăха юлĕ. Кунтах шăпăрлансем хăйсем тăван Елчĕке юратнине палăртса асфальт çинче ỹкерчĕксем турĕç.

Çак кун Елчĕкри ачасен искусство шкулĕн вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсен, "Солнышко", "Чебурашка", "Шевле" ача сачĕсен воспитанникĕсен тата культура ĕçченĕсен концерчĕ уява хаваслăх кĕртрĕ, чун-чĕререн канма май пачĕ.

Уяв официаллă майпа 17 сехетре уçăлчĕ. Елчĕк халăхне тата килнĕ хăнасене Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Блинов тата ыттисем те саламларĕç.

Николай Миллин хăйĕн сăмахĕсенче Елчĕк ялĕ чечекленсех пынине, çулсерен çĕнĕрен те çĕнĕ çуртсем хута кайнине, халăх тирпей-илем çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнине каларĕ:

- Ума лартнă тĕллевсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Ялăн малашлăх аталанăвĕшĕн ял халăхĕ, уйрăмах çамрăксем, тăрăшни, тĕрлĕ сĕнỹпе тухни кăмăла çĕклет. Пĕр-пĕрне ăнланса тата пулăшса пырса плана кĕртнĕ ĕçсене пурнăçласах пырăпăр.

Чăн та, Елчĕк ял тăрăхĕ юлашки çулсенче ялсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе сахал мар ĕç туса ирттернĕ, çавна май ялсен сăн-сăпачĕ ырă енне улшăнсах пырать. Ĕçне кура - хисепĕ. 2008 çултанпа ял тăрăхĕ тирпей-илем енĕпе ирттернĕ конкурссенче призлă вырăнсене пĕрре анчах мар тивĕçнĕ, конкурсра çĕнтерсе выляса илнĕ укçа-тенкĕпе чылай пысăк ĕç-хĕл пурнăçланă. Конкурссене малашне те хутшăнмаллине палăртрĕç уявра.

Ялăн илемне ỹстерессишĕн куллен тăрăшакансем те тимлĕхсĕр юлмарĕç уявра. Тирпей-илемшĕн тăрăшакансен тупăшăвĕнче "Чи лайăх нумай хваттерлĕ çурт" номинацире Çỹрçĕр урамри 3-мĕш çуртра пурăнакансем çĕнтерчĕç. "Чи лайăх подъезд" номинаци çĕнтерỹçисем Октябрь урамĕнчи 29-мĕш çуртăн 2-мĕш подъездĕнче пурăнакансем, "Чи лайăх урам" çĕнтерỹçисем - Çĕнтерĕве - 50 çул урамра пурăнакансем. "Чи лайăх хушма хуçалăх" номинацире Титов урамĕнче пурăнакан Елизавета тата Петр Кирилловсен хуçалăхĕ палăрнă. Çĕнтерỹçĕсене кашнинех парнесемпе тата ырă сăмахсемпе чысларĕç.

Уява хатĕрленсе ирттерес ĕçе Елчĕк ялĕн çамрăкĕсем яланах активлă хутшăнаççĕ. Тăван тăрăха, тăван яла хитре сăн-сăпат кĕртес ĕçре пысăк тăрăшулăхпа палăраççĕ.

Мĕнле уяв вăл спорт тата халăх вăййисемсĕр? Вĕсем яланах хаваслă иртеççĕ, çынсене йышлăн пуçтараççĕ. Канат туртассипе те ăмăрту хĕрỹ пулчĕ. Тĕрлĕ урамра пурăнакансем вăйлăрах пулма ăнтăлни туйăнчĕ. Футбол вăййине кăмăллакансен ăмăртăвĕ те питĕ кăсăклă иртрĕ.

Чăваш эстрада çăлтăрĕсен юрри-ташши халăха уявра чунтан савăнма май пачĕ.

Уяв фейерверкпа тата дискотекăпа вĕçленчĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăнỹкерчĕкĕнче: Хĕреслĕ çулçỹрев саманчĕ

ХАКЛАВ

Людмила МОЛОДОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ:

- Елчĕк ял уявне пуçласа 2013 çулта паллă тума пуçлани халĕ те асрах-ха. Шăп çак çул ку тăрăхра пурнăç пуçланса кайнăранпа 425 çул çитнине анлăн паллă турăмăр ун чухне.

Тăван ялăмăрăн уявне паллă тăвасси ырă йăлана кĕчĕ. Кăçалхипе 5-мĕш çул паллă турăмăр ăна. Ял çыннисене анчах мар, хăнасене йышлăн пуçтарать вăл. Концерт программи пуян пулни уйрăмах килĕшет, халăх вăййисем чунтан канма май параççĕ. Çавăнпа та эпир, Елчĕкре тата таврари ялсенче пурăнакансем, чун-чĕререн канма тата савăнма май туса панăшăн Елчĕк район администрацийĕн ĕçченĕсемпе Елчĕк ялĕн çамрăкĕсене пысăк тав сăмахĕ каласшăн.

Ольга АРХИПОВА, Елчĕкри тĕп библиотека ĕçченĕ:

- Елчĕк ялĕ çултан-çул илемленсе пырать. Мăнаçланмалли, савăнмалли, курмалли, чăн та, нумай кунта. Ытти районтан килнĕ хăнасем те Елчĕкри илеме тỹрех асăрхаççĕ, тирпей-илем тăвас енĕпе пиртен вĕренмелли чылаййине те палăртаççĕ вĕсем. Елчĕксем чун-чĕре енчен пуяннине уявра алă ĕçĕсенчен, сăнỹкерчĕксенчен йĕркеленĕ куравсем те питĕ лайăх кăтартса параççĕ. Эпир те, вулавăш ĕçченĕсем, уява вулакансен сăнỹкерчĕкĕсенчен хатĕрленĕ курав тăратрăмăр. Унпа ĕнер паллашса ĕлкĕрейменнисене малашне библиотекăра кĕтетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика