Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район - 90 çулта. Истори страницисем

13 сентября 2017 г.

Район кун-çулĕн çĕнĕ ĕмĕрĕнче - 2000-мĕш çулĕсенчи паллă пулăмсенчен пĕри - районăн çĕнĕ ертỹçисем çине тăрса ĕçленин тивлетне пула районти ялсенчи кашни кил-çурта "кăвак çулăм" илсе çитерни. Çав çулсенче "Елчĕк ен" хаçатра кун çути курнă информаци-статьясене вуласан çак вăхăт паянхи пекех куç умне тухса тăрать

Кăçалах газлă пулăпăр-ши?

Юлашки уйăхсенче Елчĕке пысăк пусăмлă газ пăрăхĕ илсе пырассин хăвăртлăхĕ ỹсрĕ. Вăл Елчĕке çитме тата 8 çухрăм çеç юлнă. Республикăра йĕркеленĕ организаци ĕç хăвăртлăхне ỹстерсех пырать. Ĕç калăпăшĕ бюджетран тата "Газпромран" укçа уйăрнинчен нумай килет. Пысăк пусăмлă газ пăрăхне хывасси Хĕрлĕçыр патне çывхарса пырать. Çав вăхăтрах Елчĕкре те газ пăрăхĕсем хываççĕ. Тен, çакăн пек лайăх ĕçлесен районта "кăвак çулăм" кăçалах çунма пуçлĕ.

2002 çулхи июнĕн 8-мĕшĕ.

Елчĕке газ килет

Тăрмăшпа Анатри Тимеш хушшинчи сăртлă вырăн. Айлăмра Çирĕклĕ юханшывĕ юхса выртать, малалла вăл Кĕçĕн Пăлапа пĕрлешет. Шăпах çак вырăна газ пăрăхĕ хывса çитнĕ "Лига" тулли мар яваплă общество строителĕсем ытларикун тĕлне. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе П.А.Ефимовпа эпир объектра кăнтăрла иртсен пултăмăр. Вăл газ пăрăхĕ хывакансем патне час-часах килсе çỹрет, çавăнпа вĕсем мĕнле хăвăртлăхпа ĕçленине пĕлсе çитнĕ пулас. "Кăнтăрла тĕлне сăрта хăпарса çитмелле", - тесе çул çинче калани тĕрĕсех пулчĕ.

Кунти пĕтĕм ĕçсене Алексей Чернов прораб йĕркелесе ертсе пырать. Аслă Елчĕкрен вăл. Пĕлтĕр вăл тăван ялĕнче газ кĕртессипе ĕçленĕ, халĕ ăна тата яваплăрах ĕçе шаннă. "Лига" тулли мар яваплă обществăн тĕрлĕ районĕсенчи рабочийĕсем ĕçлеççĕ кунта. Анчах ытларахăшĕ "Лига" тĕп предприятие пăхăнса тăракан "Лига-Шăмăршă" ОООран, техника та унтанах. Малалла прораб кунти рабочисемпе, ĕçсемпе паллаштарчĕ. Роторлă экскаваторпа Сергей Петров механизатор траншея чавать. Хăватлă техникăн ĕç тухăçлăхĕ пысăк. Ăнăçлă ĕçленĕ кунсенче 500-600 метр траншея чавать С.Петров.

Анчах кунта тĕп ĕç траншея чавасси çеç мар иккен. Ăна кĕске вăхăтрах Елчĕке çити чавса çитерме пулать-ха. 219 миллиметрлă тимĕр пăрăхсен пуçĕсене ятарлă хатĕрсемпе якатса тикĕслемелле, унтан шăратса çыпăçтармалла. Çак ĕçсем вăхăта уйрăмах нумай илеççĕ. Кунти рабочисен ĕçĕ питех те яваплă. Вĕсем шăратса çыпăçтарнă вырăнсен шанчăклăхне рентгенпа тĕрĕслеççĕ. Ун хыççăн трактор-трубоукладчик пăрăх тăрăхĕсене çĕклет, А.Алексеев ертсе пыракан пĕчĕк ушкăн пăрăха изоляци тăвать. Çак ĕçсене вĕçленĕ хыççăн çеç тимĕр пăрăх тăрăхĕсене траншейăна хураççĕ. Малалла ăна çĕрпе варăнтарма юрать.

Трассăн Елчĕк енче ытти ĕçсем те пыраççĕ. Акă, Елчĕк-Таяпа Энтри çулĕн хĕрринче проектпа палăртнă газ валеçекен станцие (ГРС) тума пуçланă.

Елчĕке килекен пысăк пусăмлă газ пăрăхĕ Комсомольски-Патăрьел пысăк пусăмлă газ трассинчен пуçланать. Трасса вара Комсомольски-Патăрьел автоçулăн леш енĕпе пырать. Елчĕке газ пăрăхĕ хывма тытăнсан вĕсем хушшинчи 600 метр тăршшĕне тĕп трассăпа çыхăнтармасăр, асфальтлă икĕ çул урлă каçармасăр хăварнă. Пĕри Раççей пĕлтерĕшлĕ çул шутланать, тепри _ республика шайĕнчи. Кăçал çуркунне, йывăр лару-тăрура икĕ автоçул айĕпе те газ пăрăхĕ хывнă. Çакăн çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин каласа пачĕ.

"Лига" ООО ертỹçи А.С.Гусаров çак 600 метрлă газ пăрăхĕсене хывассине çак эрнере вĕçлесшĕн те пĕтĕм вăя Елчĕк районне куçарасшăн.

- Пысăк пусăмлă газ пăрăхне Елчĕке сентябрь уйăхне илсе çитеретпĕр, - тесе палăртрĕ вăл.

Н.АЛЕКСЕЕВ. 2002 çулхи июлĕн 13-мĕшĕ.
(Кĕскетсе пичетленĕ).

(Района "кăвак çулăм" илсе çитерессипе епле вăй хунин саманчĕсене хаçатра çутатнă материалсене çитес номерсенче те вулама пулĕ).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика