Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешлĕхĕн тĕп парни

09 сентября 2017 г.

Пире, Елчĕк районĕнче çуралса ỹснĕ, анчах та республикăн тĕп хулинче тĕпленнĕ юлташсене, Пăлапа Таяпа хутлăхĕнчи пур енĕпе те илĕртỹллĕ, 1000 çул ытла каяллах авалхи пăлхарсемпе суварсен кăмăлланă хăватлă вырăнта Совет Союзĕн правительствин йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн Елчĕк районне туса хунăранпа 90 çул çитни савăнтарать те кăмăла çĕклет.

Мухтанатпăр эпир хамăрăн Аннепе Атте пек, пире ачашласа та юратса, хăватлă вăй парса ỹстернĕ, Атăл тăрăхĕнчи чи авалхи халăхшăн кирлĕ те усăллă çын туса çитĕнтернĕ асамлă Елчĕк енпе! Çур ĕмĕр ытла ĕнтĕ пирĕн ăшпиллĕ тăрăх республикăри чи малта пыракан районсенчен пĕрин ятне çỹлте тытать. Мĕн чухлĕ рекордсмен тухман пуль Елчĕк ен тăрăхĕнчен!

Сăмахран, Ленин орденлĕ "Победа" колхоз 1982 çулта 29 пин тонна яхăн тĕш тырă туса илнĕ. Çакăн пек кăтартупа Куславкка, Тăвай, Çĕмĕрле е Шăмăршă районĕсем нихăçан та танлашайман. Асăннă пĕрлешỹллĕ хуçалăха кĕрекен ялсенчи сакăр çын халăх хуçалăхне çĕклессишĕн вăй хурса Социализмла Ĕç Геройĕн ятне тивĕçни, Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи тăхăр атлет штанга йăтассипе спорт мастерĕ пулса тăни те хăйне евĕрлĕ рекорд. Акă ăçта Аслă Пăлан сиплĕ шывне ĕçсе, хура тăпраллă çĕр çинче пиçĕхсе çитĕннĕ ентешсен чăн-чăн пăхаттирлĕ вăйĕ!

18 пин çын пурăнакан пирĕн районтан 100 ытла спорт мастерĕ тухнă - çак кăтарту та хăйне евĕрлĕ Чăваш Ен рекорчĕ. Республикипе илсен вара 340 çын пуçне пĕр мастер тивет. Елчĕк ен чăвашĕсен пĕрремĕш олимпиецĕпе, 1956 çултах Австралире пулса иртнĕ 16 Олимп вăййисенче бронза медаль çĕнсе илме, кĕске дистанцисене чупассипе Совет Союзĕнчи халăхсен Спартакиадинче тата çĕршыв чемпионачĕсенче 20 хут ытла çĕнтернĕ Ардалион Игнатьев, спортăн тĕрлĕ енĕсемпе Чăваш Республикин мухтавлă рекордсменĕсемпе Зинаида Семеновăпа, Феоктиста Кривуша-Гавриловăпа, Иван Тихоновпа, Владимир Андреевпа, Юрий Ильинпа, Анатолий Миллинпа, Анатолий Горшковпа, Александр Васильевпа, Илья Уркинпа, Владимир Филимоновпа, Сергей Соловьевпа, Александр Павловпа, Олег Захаровпа, Николай Григорьевпа, Александр Лапшинпа тата ытти спорт çăлтăрĕсемпе тивĕçлипе мухтанать. Вĕсен, çавăн пекех тăван район аталанăвĕн пуян историне яланлăхах кĕрсе юлакан ытти спортсменсен ячĕсене эпир часах кун çути куракан "Елчĕк районĕн спорт энциклопедийĕнче" палăртма тĕллев лартрăмăр. Унта - ентешсен 400-е яхăн хушамачĕ.

Спорт энциклопедине эпир тăван район 90 çул тултарнине халаллатпăр. Вăл "Елчĕк ен" ентешлĕхĕн юбилей парни пулса тăрать. Тăвансем, ытарайми çывăх, ĕçчен те пултаруллă ентешсем, пурсăра та эпир Сире район 90 çул тултарнă ятпа саламлатпăр, çирĕп сывлăх, телей, ăнăçусем, малашне те яланах малтисен ретĕнче пулма, çĕнĕ çитĕнỹсем сунатпăр.

Алексей ЛАПШИН,
"Елчĕк ен" ентешлĕх ертỹçи, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Юрий КАРПОВ,
ентешлĕх ертỹçин çумĕ, СССР спорт мастерĕ, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Петр СИДОРОВ,
РФ физкультурăпа спортăн отличникĕ, ентешлĕхĕн яваплă секретарĕ.

Николай БАРИНОВ,
ентешлĕх канашĕн членĕ, регбол федерацийĕн вице-президенчĕ.

Владимир МЕМЕТОВ,
Лаш Таяпа ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ, ентешлĕх канашĕн членĕ.

Район 90 çул тултарнине халалланă ĕçсем районта пайтах. Çырăр, пĕлтерĕр. Хамăр яла хамăр хăтлăрах тăвар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика