Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕк сырĕ чи тутли

09 сентября 2017 г.

Елчĕк сырĕ чи тутли

Елчĕкри сыр пĕçерекен заводра туса кăларакан сĕт-çу продукчĕсене - услам çупа хытă сыра, сĕтпе тăпăрчăна, хăймапа кефира нумай çын хапăлласа туянать.

Кỹршĕллĕ ытти район çыннисем те çак продуктсене туянма Елчĕке ятарласа килсе çỹреççĕ. Каçал енре пурăнакан лайăх паллакан пĕлĕшĕме завод çумĕнчи сĕт-çу продукчĕсем сутакан лавккара тĕл пулсан та вăл кунта мĕн çăмăлпа килсе çитнине тỹрех ăнланса илме пулчĕ.

- Елчĕк сырне юратса çиетпĕр, "Крестьянское" услам çу та тутлă. Хальхинче ăна хамăр çемье валли анчах мар, кỹршĕсем валли те туянтăм, - тесе пĕлтерчĕ вăл.

...Завода çĕнĕрен ĕçлеттерме тытăнсанах пуçаруллă ертỹçĕсем ĕлĕкхи ырă вăхăтри "Пошехонский" тутлă сыр производствине çĕнĕрен ĕçе кĕртме пултарнине халĕ пурте тĕрĕс йышăну тесе çирĕплетеççĕ. Кунта туса кăларакан ытти продуктсен пахалăхĕ те лайăх.

Хальхи вăхăтра вырăнта туса кăларакан çак продуктсен пĕр пайне завод çумĕнчи лавккара сутаççĕ. Тамара Борисова вара, суту-илỹ тытăмĕнче ĕçлесе пысăк ăсталăх пухнăскер, туянакансен кăмăлне туллин тивĕçтерме пĕлет.

- Сутуçă тарават кăмăллă пулни, кашни çынна пит-куçĕнчи йăл кулăпа йышăнни, пушшех, лавккана кĕрсе тухма, экологи тĕлĕшĕпе илсен те çак таса сĕт-çу продукчĕсене туянма хавхалантарать, - теççĕ районта пурăнакансем.

С.АНАТОЛЬЕВА.

Сăнỹкерчĕкре: Тамара Борисова сутуçă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика