Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 50 çултан тăван шкулта тĕл пултăмăр

09 сентября 2017 г.

50 çултан тăван шкулта тĕл пултăмăр

1967 çул. Çĕршыв совет влаçĕн 50 çулхи юбилейне кĕтсе илме хатĕрленет. Май уйăхĕнче Тĕмер ялне те тахçан кĕтнĕ электричество çитрĕ. Колхозри строительсен бригади праçник тĕлне кирпĕчрен тунă райпо лавккине хута яма тăрăшать. Çак çулла ĕнтĕ пирĕн туслă саккăрмĕш класс экзаменсене ăнăçлă тытса шкулпа сывпуллашрĕ. Кашни çамрăк хăй суйласа илнĕ çулпа малалла талпăнать - кам вăтам шкула, кам техникума, училищĕне каять, хăшĕ колхозра юлать, теприне хулари ĕç хăй патне туртать. Вăл вăхăтра вăтам пĕлỹ илесси çинчен калакан всеобуч саккунĕ вăя кĕрейменччĕ-ха.

50 çул каялла шкултан вĕренсе тухнă 29 каччăпа хĕр Тĕмерти тăван шкула пуçтарăнтăмăр. Пуртех мар. 7-шĕ ĕмĕрлĕхех пиртен уйрăлса кайнă ĕнтĕ. Вĕсене аса илсе шăп тăнинчен пуçланчĕ пирĕн кĕтнĕ тĕл пулу.

Шăкăл-шăкăл калаçу чун-чĕрене ăшăтать, хамăр сисмесĕрех çамрăклăх куç умне асамлăн тухса тăрать. Пĕр-пĕрин кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланатпăр, утса тухнă анлă çула аса илетпĕр.

Т.М.Смирнова (Баранова) 40 çул ĕне ферминче дояркăра ĕçлерĕ.

- Ирлĕ-каçлă 18-19-шар ĕне сăваттăмăр, 4-5 фляга тулатчĕ, ăна алăпа йăтаттăмăр. Малтанхи вăхăтра ĕне сăвакан аппаратсем пулман вĕт, - аса илчĕ вăл.

Ку вăл 30 вакун цистернăран тăракан поездăн составĕ пулать. Хастарскер "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" паллăна, "Ĕç ветеранĕ" медале тивĕçнĕ.

Г.А.Маркова (Козлова) та 30 çул ытла дояркăра ĕçленĕ, СССР ВДНХн медальне илме тивĕç пулнă. М.В.Маркова (Михайлова) 26 çул свинаркăра тăрăшнă. 25-шер ама пăхнă, вĕсенчен çулталăка 500-шер çура илнĕ. А.Н.Евстафьев тăван колхозра водительте чунне парса тăрăшнă. Ĕçри хастарлăхшăн юлташăмăр Мухтав орденне (3 степень) тивĕçнĕ. Унăн мăшăрĕ, Антонина Ивановна, пĕр класра вĕреннĕскер, тĕрлĕ организацире бухгалтерта тăрăшсах пенсие тухнă. Халĕ те ĕçсĕр лармасть.

Иван Егоров вĕренсе тухнă хыççăнах тăван колхоз ферминче ĕçлеме пуçларĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç кăсăклантаратчĕ ăна. Пысăк çемье чăмăртанипе пĕрлех тăван халăха юратнă. Вăл 30 çул хăйĕн юнне парса чирлĕ çынсене пĕрре кăна мар вилĕмрен çăлса хăварнă. Сăваплă ĕçшĕн "СССР хисеплĕ донорĕ" ята тивĕçнĕ. Иван Козлов салтак çулĕсем хыççăн Инçет Хĕвелтухăçĕнчи рудниксенче горняк пулса çĕр айĕнчен цинк, тăхлан тата ытти тĕрлĕ тĕслĕ руда кăларнă çĕрте пиçĕхнĕ. "Чи лайăх проходчик", "Тăххăрмĕш пилĕкçуллăхăн ударникĕ" ятсене тивĕçнĕ. Анатолий Солин çак шкултах 29 çул педагогра ĕçленĕ, вĕсенчен 24-шне учительсен коллективне ертсе пынă. Вăл БАМ стройкинче хастар тăрăшнăшăн ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн, шкулта ĕçленĕ вăхăтра РСФСР Çутĕç министерствин Хисеп грамотисене, "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ. Рудий Уткин Германи çĕрĕ çинче службăра тăнă хыççăн Казахстанра водитель пулса тырă турттарнă. Ун хыççăн Мускавра дальнобойщиксен автобазине ĕçе кĕнĕ. Польша, Германи тата ытти Европăри çĕршывсем тăрăх груз турттарса 45 çул алăран руль яман.

Николай Смирнов тăван колхозра 18 çул механизаторта, ĕне ферминче 16 çул операторта вăй хунă. Çамрăк чухне харсăр комсомолец "Тăххăрмĕш пилĕкçуллăхăн çамрăк гвардеецĕ" хисеплĕ паллăна çĕнсе илнĕ. А.Воронова (Васильева) Çĕрпỹ хулинчи водоканалта оператор пулса 21 çул хушши, унăн мăшăрĕ, Александр Николаевич, пĕр класра вĕреннĕскерех, 33 çул тĕрлĕ стройкăсенче каменщикра тăрăшнă. 5 разрядлă специалиста бригадир, мастер должноçĕсене шаннă. Вăл хăйĕн бригадипе хăпартнă кирпĕч çуртсем Çĕрпỹ хулине кăна мар, Тĕмер ялне те илем кỹреççĕ.

В.Разумова (Гаврилова) шкула "5" паллăсемпе кăна вĕренсе пĕтерчĕ. Канашри медучилищĕне вĕренме кĕчĕ. Алла диплом илсен районти тĕп больницăн ача-пăча уйрăмĕнче ĕçлерĕ. Унăн тỹрĕ кăмăллă ĕçшĕн панă Хисеп грамотисем йышлă.

Çапла, кашниех паян хăйне телейлĕ тесе çирĕплетме пултарать. Мĕншĕн тесен пурте ĕмĕр тăршшĕпе патшалăх ĕçĕнче тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă. Кашнийĕн юратнă çемье. Чи хаклисем - мăнуксем. Çавăнпа та эпир çак телейшĕн хамăр шкулта вĕрентнĕ учительсене ятран аса илсе тав турăмăр. Паллах, чи пысăк тав сăмахне Юрий Михайлович Никифоров тивĕçлĕ. Класс руководителĕ, вырăс чĕлхи учителĕ, кашни правилăна ача патне çитернĕ, тепĕр урокра çирĕп ыйтнă. Класри йĕрке уншăн чи кирличчĕ. Пĕрлех физкультура учителĕ пулнă май, чыслă, хăюллă, хастарлă, çирĕп чунлă пулма вĕрентетчĕ. Çăмăл пурнăç шыраса пурăнман вăл. Пуçлăхсем тĕрĕс мар тунине чăтайман, хирĕç тỹррĕнех каланă. Çавăнпа та пурнăçĕнче кăлтăксем сике-сике тухнă. Юлашки кунĕсем çитичченех шкулти ачасене вĕрентсе пурăнчĕ. Унăн мăшăрĕн, пирĕн пĕрремĕш учительницăн, Римма Кирилловнăн, çутă сăнарĕ, ырă кăмăлĕ, çепĕç чĕлхи халĕ те асра. Ун чухне ялта пурăнакансем эпир винегрет пирки илтмен те. Çак блюдăна пире хатĕрлеме вĕрентсе, пĕрле ларса апатланнине халĕччен те манса кайман. Кашни урокрах çĕннине илсе çитернĕ вăл пирĕн пата. Шкулти завуч, математика учителĕ Аркадий Степанович Краснов кашнин чĕринче юлнă. Йĕркене çирĕп тытакан, тарăн шухăшлама хăнăхнăскер, тирпейлĕ, çыпăçуллăскер ачасем умĕнче хисепе тивĕçнĕччĕ. Яланах костюмпа, таса тумтирпе çỹретчĕ. Мĕн пур ĕçне вăхăтра туса пынă, пиртен те çавăн пек пулма ыйтатчĕ. Унăн мăшăрĕн, биологи, хими вĕрентнĕ Зинаида Ивановнăн ыр кăмăллăхĕ манăнмасть. Истори вĕрентнĕ, шкул директорĕнче тĕрлĕ вăхăтра ĕçленĕ С.И.Данилов тата К.М.Леонтьева, географи учителĕ Н.И.Иванов, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ П.С.Семенова, музыка, математика учителĕ З.С.Степанова - вĕренекенсемшĕн вăй-хăватне хĕрхенмесĕр ĕçлени ĕмĕрех пирĕн асра.

Тĕл пулăва хутшăннисем икĕ хутлă шкулпа паллашрĕç. 1980 çулта вĕренекенсен вăйĕпе уçнă музей ĕçĕпе кăсăкланчĕç. "Летопись Великой Отечественной" альбомра ялти кашни вăрçă участникĕн анкетисемпе паллашни питех те кăмăла çĕклерĕ. Ентешсем хăш фронтра çапăçни, мĕнле наградăсем илни, çапăçу хирĕнчи паттăрлăхĕсем кăсăклантарчĕç пире. Шкулти классенче кашни пособи вырăнта пулни, оборудовани çителĕклĕ чухлĕ хатĕрлени шкул коллективĕ туслă ĕçленине кăтартать. Тĕмерти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул директорне А.С.Муллина пархатарлă вĕрентỹ ĕçĕнче тата пысăк çитĕнỹсем тума сунтăмăр. Лариса Муллина повара та 50 çултан тĕл пулнă пĕр класра вĕреннисем чун-чĕререн тав тăваççĕ.

Тăван шкул унтан вĕренсе тухнă кашни ачашăн хаклă та çывăх.

А.СОЛИН.
И.КОЗЛОВ.

Сăнỹкерчĕкре: тĕлпулу хыççăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика