Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр пурăн - ĕмĕр вĕрен

06 сентября 2017 г.

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ.

Канашлу пуçланас умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ Элекçей Тимешре пурăнакан хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçине Александр Антонова ялхуçалăхĕнче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Хисеп грамотипе чысларĕ. Çак кунсенче хăйĕн 60 çулхи юбилейне паллă тунă Александр Михайлович ывăлĕпе пĕрле ĕне ферми туса лартнă. Унта 65 пуç мăйракаллă шултра выльăх усрать. Хуçалăх лайăх аталанать, фермăра тирпейлĕ, таса. Николай Миллин палăртнă тăрăх, А.Антонов пек çынсем пуррипе ял пĕтмест, малалла аталанать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый шкулсенче çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнипе паллаштарчĕ. Кашни шкултах сентябрĕн 1-мĕшĕнче савăнăçлă линейка иртнĕ. Вĕсене район, ял тăрăхĕсен, ялхуçалăх производство кооперативĕсен ертỹçисем, районти депутатсем хутшăннă. 2017-2018 вĕренỹ çулĕнче 1853 ача (пĕлтĕрхинчен 52 ача сахалтарах) вĕренме пуçланă. Пĕрремĕш класа 170 ача килнĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ умĕн Аслă Пăла Тимешри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкултан пуçламăш шкул туса хунă. Халĕ вăл Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулăн филиалĕ шутланать. Унта 20 ача çỹрет. Тĕп шкултан пуçламăш шкул туса хунин сăлтавĕ те паллă: ачасен шучĕ чакса кайни. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕн пуçламăшĕ тĕлне унта 5-9-мĕш классене çỹремелли ỹсĕмри 13 ача анчах тăрса юлнă. Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул вара ачасен шучĕпе мухтанма пултарать. Кăçал унта 667 ача вĕренме килнĕ. Халĕ ытти ялсенчи чылай ашшĕ-амăшĕ ачисене ăста педагогсенчен тăракан учительсен коллективĕ чăмăртаннă, пурлăхпа техника бази енчен пуян Елчĕк шкулне вĕренме яма тăрăшать. Çавна май хăш-пĕр вăтам шкулсенче 10-мĕш класс йĕркелессинче ыйту сиксе тухнă. Мĕншĕн тесен аслă классене 15 ачаран кая мар пулсан анчах йĕркелеççĕ.

Ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов вырма ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 17805 гектар çинчен (81 процент) пуçтарса кĕртнĕ. Тата 4200 гектар тыр-пула çапса илмелле. Тĕпрен илсен вăл çурхи тулă. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче ĕçсем начартарах пыраççĕ. А.Севриков хуçалăхĕнче çеç пухса кĕртмелли лаптăк 600 гектара яхăн. Район администрацийĕ, ялхуçалăх пайĕ хуçалăхсемпе фермерсене тырра малтан КСУ-1 йышши агрегатсемпе çулса, ун хыççăн комбайнсемпе çапса илме сĕнеççĕ. Ун пек чухне çухатусем те сахалрах пулаççĕ, вырма та хăвăртланать. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин палăртнă тăрăх, вырма вăхăтĕнче хуçалăх ертỹçисен яваплăхĕ çав тери пысăк. Вĕсен сиксе тухакан йывăрлăхсене çийĕнчех татса пама пĕлмелле. Апла пулсан пĕр-пĕринчен паха ĕç меслетне, техникăпа усă курассинчи çĕнĕлĕхсене вĕренмелле, аслисем каланине, вĕрентнине ăса хывмалла. Район ертỹçи çакна темиçе тĕслĕхпе çирĕплетсе каларĕ.

Халĕ кĕрхи культурăсем акмалли чи лайăх вăхăт. "Энтепе" ОООра, В.Ф.Чернов, В.И.Московский хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче кĕрхисене акса пĕтернĕ пулсан, хăш-пĕр ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче, уйрăмах Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче, кĕрхи акана вăхăтра туса хăварасси хăрушлăхра.

Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин терроризма хирĕç пурнăçлакан мероприятисем çинче чарăнса тăчĕ. Пирĕн районта та халăх чылай пуçтарăнакан вырăнсем йышлă: шкулсем, культура çурчĕсем, тĕп больница. Вĕсенче кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕччен хăрушсăрлăх паспорчĕсем тумаллине аса илтерчĕ В.Рыбкин. Çакăншăн тỹрремĕнех ертỹçĕсем яваплă пулса тăраççĕ.

Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе явнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика