Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 60 центнер - чикĕ мар

06 сентября 2017 г.

"Урожай" ОООра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 695 гектар йышăнаççĕ. Хальлĕхе кунта 554 гектарне (80 процент) пуçтарса кĕртнĕ.

Çанталăк уй-хирте ăнса пулнă тыр-пула кĕске срокра тата пахалăхпа пухса кĕртме чăрмантарнăран тата пуçтарса кĕртнĕ тыр-пула сутассинче йывăрлăхсем тухса тăнăран хуçалăх ертỹçин Вячеслав Кузнецовăн кăмăлне ăнланма пулать. Çапах та савăнмалли те пур. 50 гектар çинче çитĕнтернĕ кĕрхи тулă чăннипех те ăнса пулнă кăçал. Ăна кĕлете 3 пин центнер пухса кĕртнĕ: 1 гектар пуçне вăтамран 60 центнер! тухнă. Ку кăтарту районта чи пысăкки.

- Пирĕн тăрăхра кĕр тыррисене пысăкрах лаптăксем çинче çитĕнтермелле. Паллах, минерал удобренисемпе анлă усă курмалла, сортсене çĕнетмелле. Вара гектартан ытларах тухăç илме май пур. Эпир кĕрхи тулă лаптăкне 100 гектара çитерме палăртрăмăр, - тет В.Кузнецов.

Хуçалăхра вырмана виçĕ "уй-хир карапĕ" хутшăнать. Комбайнсем пĕринчен тепри çĕнĕ. Вĕсен штурвалĕсене опытлă комбайнерсем тытса пыраççĕ. Андрей Максимовпа Александр Мартынов комбайнерсем пĕрремĕш çул мар тăван хуçалăх уй-хирĕнче тулли кăмăлпа тăрăшаççĕ. Вырмара канăçне çухатнă хуçалăх ертỹçи кăçал вĕр çĕнĕ "Вектор" комбайн çине хăй ларчĕ. Комбайнсем патĕнчен йĕтем çине тырра виçĕ автомашина турттарать. Йĕтем çинчи ĕçе А.Кузнецова склад заведующийĕ йĕркелесе тăрать. Çĕнĕ йышши тырă тасатакан комплекс 1 сехетре 50 тонна тырă сортлать. Йĕтемре тăрăшакан Марина Соловьева рабочи хастарлăхĕпе палăрать.

Кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрленĕ çĕрте Алексей Соловьев тракторист хастар. Вăл çĕнĕ техникăна пĕр тикĕс, тухăçлă ĕçлеттерет. Соловьевсем "Урожая" Чулхула облаçĕнчен ĕçлеме килнĕ.

В.СМИРНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика