Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район уява хастар ĕçпе кĕтсе илет

06 сентября 2017 г.

ВЦИК Президиумĕ 1927 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче "Чăваш АССРĕнче районсем йĕркелесси çинчен" постановлени йышăннă. Унпа килĕшỹллĕн республикăра 17 район туса хунă. Çав шутра Кĕçĕн Елчĕк районĕ те. Октябрĕн 1-2-мĕшĕсенче Елчĕкре организациллĕ съезд иртнĕ. Вăл районти ертсе пыракан органсене суйланă.

Çапла вара ĕнер пирĕн район 90 çул тултарчĕ. Çулталăк пуçламăшĕнче район администрацийĕн "Елчĕк районне туса хуни 90 çул çитнине уявласси çинчен" постановленийĕпе килĕшỹллĕн район юбилейне хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕлĕшпе план тата йĕркелỹ комитечĕ çирĕплетнĕ. Кĕçнерникун район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый ертсе пынипе оргкомитет ларăвĕ иртрĕ.

Район юбилейĕн çулталăкĕнче пирĕн тăрăхра фельдшерпа акушер пункчĕсем, çул-йĕр тăваççĕ, культура çурчĕсене, спорт залĕсене юсаççĕ, тĕрлĕ объектсем уçăлаççĕ, территорисене тирпей-илем кĕртеççĕ, культурăпа спорт мероприятийĕсем, тĕрлĕ куравсем йĕркелеççĕ. Ял ĕçченĕсем вара кăçал тухăçлă çитĕннĕ ялхуçалăх продукчĕсене пухса кĕртме тăрăшаççĕ.Оргкомитет ларăвĕнче унăн членĕсем район юбилейне хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе сĕнỹсем пачĕç. Лару ĕçне пĕтĕмлетсе Леонард Левый çакна палăртрĕ: уяв юрă-ташăпа кăна иртмелле мар, юбилей тĕлне кашни организаципе предприяти асра юлмалли ĕçсем пурнăçламалла. Уйрăмах ертỹçĕсен яваплăхĕ пысăк пулмалла.

Районăн юбилей уявне ялхуçалăхĕнчи пĕтĕм ĕçе вĕçленĕ хыççăн - ноябрь уйăхĕн иккĕмĕш çурринче ирттерме палăртнă.

Н.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика