Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялĕ пысăк, çынни сахал

06 сентября 2017 г.

Аслă Пăла юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă Кушкă ялне Çĕрпỹ уесĕнчен тухнă çынсем XVI ĕмĕр вĕçĕнче йĕркеленĕ. Яла Кушкăпа Кулине пуçарса янине палăртаççĕ. Кун çинчен документсенче XVII-XVIII ĕмĕрсен вĕçĕнче çырса хунисем пур. 1719 çулта ялти 22 хуçалăхра 76 çын пурăннă. Хуçалăхсен йышĕ çулран-çул ỹссе пынă.1858 çулта Кушкăра 49 хуçалăх, 366 çын, 1911 çулта 117 хуçалăхра 645 çын пурăннă.

1893 çулта чиркỹпе прихут шкулĕ уçăлнă. Çак çулсенче 3 лавкка, 2 çил арманĕ, 3 кĕрпе арманĕ, тимĕрçĕ лаççи пулнă. Тунтикун пасар ĕçленĕ. 1929 çулта "Пучах" колхоз йĕркеленнĕ. 1961-1969 çулсенче колхозăн кантăр завочĕ ĕçленĕ. 1963 çулта яла икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ А.Г.Николаев космонавт летчик килсе кайнă. 1937 çулта район центрĕпе телефон çыхăнăвĕ йĕркеленĕ. 1954 çулта Аслă Пăла юханшывĕ çинче пĕчĕк ГЭС туса лартнă. 2004 çулта яла "кăвак çулăм" çитнĕ.

Ялта пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул, лавккасем, машинăпа техника паркĕ, выльăх-чĕрлĕх ферми пур.

Аттелĕхĕн Аслă вăрçине Кушкăран 227 çын хутшăннă. Вĕсенчен 104-шĕ вăрçă хирĕнчен таврăнайман. Шкул территорийĕнче вăрçăра вилнисене асăнса палăк лартнă.

Ытарайми хаклă тăван ялăм Аслă Пăла юхан шывĕн сылтăм енче вырнаçнă. Ял варрипе Елчĕкпе Патăрьелне пĕрлештерекен асфальтлă аслă çул иртет.

Ялти кашни урама вакă чул сарса хытарнă. Халĕ çулталăкăн хăш вăхăтне пăхмасăр çăмăл машинăпа хапха умнех çитме пулать. 25-30 çул каялла ялти автомашинăсене шутлама алăри пỹрнесем те çителĕклĕ пулнă пулсан, халĕ апла мар. Ĕç çыннисем тулăх пурăнаççĕ. Икĕ хутлă çуртсен шучĕ те самаях ỹсрĕ. Икĕ хутлă шкулта ултă ял ачисем ăс пухаççĕ. Кỹршĕ ялти вĕренекенсене шкула автобуспа турттараççĕ. Ял халăхне куллен кирлĕ таварпа тивĕçтермешкĕн виçĕ лавкка пур.

Кушкăра 268 çурт шутланать, вĕсенчен 14-шĕ пушă. Чылай çуртра çуллахи вăхăтра анчах пурнăç сасси илтĕнет, хĕлле вара - çăра çакăнса тăрать. Тахçан пурнăç кĕрлесе тăнă, ача-пăча сассипе тулнă çуртсем пушă ларни чуна ыраттарать. Пĕччен пурăнакан ватăсем те нумаййăн.

Ĕçлеме пултаракан халăхăн ытларах пайĕ Елчĕкпе Патăрьел салисенче ĕç вырăнĕ тупнă. Çамрăксем ялта тытăнса тăрасшăн мар, "вăрăм укçа" шыраса çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне туха-туха каяççĕ. Çакна ялта клуб çуккипе те, ĕç тупма йывăррипе те сăлтавлама пулать пулĕ. Таврари ялсенче пуринче те клубсем пур, Кушкăра вара - çук. Тĕрĕссипе пулнă-ха вăл, анчах кивелсе çĕрĕшнине пула пăсма тивнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнчех туса лартнăскер, самаях юхăннăччĕ. Çĕннине тăвас шутпа никĕс валли блоксем, кирпĕч те турттарса килнĕччĕ. Пысăк кран та лартса хунăччĕ, тем сăлтава пула клуба тумарĕç. Халĕ çамрăксем ирĕксĕрех кỹршĕ ялсене дискотекăна çỹреççĕ. Аслăрах çулсенчисен те концерт, чăвашла спектакль курас килет пулĕ те, шел пулин те, паян телевизор умĕнче ларса курнипех çырлахма тивет.

Ю.ГОРДЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика