Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕхе ỹстеретпĕр

06 сентября 2017 г.

Патшалăх ялти пĕччен пурăнакан ватăсене, инвалидсене тĕрлĕрен социаллă пулăшу парас тесе тимлет.

Аслă ăрури çынсене, тепĕр çын пулăшăвĕсĕр пурăнайман ватăсене кил-çуртри ĕçсенче пулăшаççĕ, медицина пулăшăвĕ, саккунпа çыхăннă тĕрлĕ консультаци пулăшăвĕсем параççĕ. Çакăн пек социаллă пулăшусем пурри ватăсемпе сусăрсен пурнăçне чылай çăмăллатать. Йывăр пурнăçпа пурăнакансен, пĕччен ватăсен тата сусăрланнă çынсен пурнăçне çăмăллатас тивĕçе Елчĕкри халăха социаллă пулăшу паракан центр пурнăçласа пырать.

Ку енĕпе центрта виçĕ уйрăм ĕçлет. Пĕрремĕшĕнче - ватăсене харпăр хăй хуçалăхĕнче, иккĕмĕшпе виççĕмĕш уйрăмсенче - Лаш Таяпари тата Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватăсем вăхăтлăх пурăнакан çуртсенче стационарлă майпа социаллă пулăшу параççĕ.

Хальхи вăхăтра 93 ватăна кил хушшинчи тĕрлĕ ĕçсенче пулăшаççĕ. Вĕсене 81 специалист пăхса тăрать. Килĕсенчен тухса çỹреймен стариксемпе кинемисене лавккаран апат-çимĕç, аптекăран эмелсем кỹрсе параççĕ, кил-çурта тирпейлеççĕ, вĕри апат пĕçерсе çитереççĕ.

Ватăсене пăхасси - сăваплă ĕç. Çавăнпа та чирлĕ кỹршĕ-аршăна, тăвана пăхса тăракан специалистсемпе центр ĕç килĕшĕвĕ çырать. Пĕр специалист 6 çын таран пăхма пултарать. Договорпа тăрăшни ĕç стажне кĕрет. Ĕç вырăнĕ пур çын та ватта пăхма пултарать.

Хальхи вăхăтра районта 285 пĕччен пурăнакан аслă ăру çынни пурăнать. Вĕсенчен 93-шне кил хушшинче пулăшу кỹреççĕ. 31-шĕ вара стационарлă уйрăмра хăйсене хăтлăх тупнă.

Енчен те сывлăх çав тери япăхлансан пĕччен хĕрарăмсен 55 çултан, арçынсен 60 çултан центр урлă социаллă пулăшу илме майсем пур.

В.МОЛОСТВОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика