Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Африка чуми хăратать

06 сентября 2017 г.

Хир тата килти сыснасем классикăлла тата Африка чумипе чирлеççĕ. Классикăлла чумапа кĕрешмелли вакцинăсем те пур. Вĕсене патшалăх çителĕклĕ таран тỹлевсĕр уйăрса парать. Çавна май профилактика прививкисене районти патшалăх тытăмĕнчи ветеринари специалисчĕсем кирлĕ пек пурнăçласа пыраççĕ.

Африка чумине хирĕçле вакцина хальлĕхе туса хатĕрлеймен-ха.

Африка чумине вирус пуçарса ярать. Вăл организмра хăвăрт аталанса сарăлса ретикул тата эндотели тытăмне сиенлет. Чи малтан ку чире Кăнтăр Африкăра сăнаса пĕлнĕ. Чир Испани, Итали, Португали çĕршывĕсенче сарăлса нумай сиен кỹнĕ. Çак чирпе ытларах хир сыснисем чирлеççĕ. Вĕсенчен килти сыснасем апат, шăна-пăван, çăхан, йытăсем урлă чирлеççĕ. Чирлĕ сыснасен каяшĕпе вараланнă ĕç хатĕрĕсем чире тата ытларах сарма пулăшаççĕ. Вирус организма лексен инкубаци тапхăрĕ - 2-5 кун. Чир питĕ хăвăрт е майĕпен сарăлма пултарать. Питĕ хăвăрт сарăлнă тапхăрта сыснасем кĕтмен-çĕртен чир паллисĕр вилеççĕ. Чир ерипен сарăлнă чухне ỹт температури 42,5 градус таран ỹсет, выльăх йывăр сывлать, сывлăшĕ пỹлĕнет, ỹсĕрет, апат çимест, хăсать, ăна шалкăм çапать, юнлă варвиттипе аптăрать. Чирлĕ сыснасен хăлхисемпе сăмси кăвакараççĕ, вара вăйран кайса хăвăрт вилет.

Африка чуми хăвăрт сарăлнине шута илсе унпа кĕрешмелли тĕп меслет - чирлĕ сыснасене сыввисемпе хутшăнма паманни. Пĕр-пĕр фермăра çак хăрушă чир сиксе тухрĕ пулсан, унти сыснасене пĕтĕмпех пĕтермелле, çунтарса сиенсĕрлетмелле, витисене тасатса дезинфекци тумалла. Çав ферма тепĕр çултан кăна сыснасем ĕрчетме юрăхлă шутланать.

Африка чуминчен асăрханса çак ĕçсене туса ирттермелле:

- сысна фермисене хупă режимпа ĕçлессине малалла тăсмалла;

- уйрăм хуçалăхсенче, пĕчĕк фермăсенче сыснасене урама кăлармасăр çитĕнтермелле;

- витесене тасатса дезинфекцилемелле;

- мониторинг тĕрĕслевĕсем тума ветлабораторине патологи материалне тăратмалла;

- столовăйсемпе ресторансенчи апат юлашкийĕсене сыснасене çитерме юрамасть;

- хир сыснисен ашне, ăш-чиккине ветлабораторинче тĕрĕслемесĕр çиме, вĕсене пăрахма, киле илсе килме юрамасть.

Çавăн пекех ытти регионсенчен тырă, комбикорм е утă илсе килнĕ чухне пахалăх, ветеринари сертификачĕсене ыйтмалла.

Хальхи вăхăтра ялсенче килти сыснасене патшалăх ветеринари специалисчĕсем классикăлла чумаран профилактика прививкисем тăваççĕ. Прививка тунă сыснасем Африка чумипе çăмăлрах чирлеççĕ.

Хир тата килти сыснасем вилсен е вĕсен виллине курсан районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцине 2-56-42 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.

Л.ЛАРИОНОВА,
районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен ветеринари станцийĕн ветеринари врачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика