Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вунă çул çитрĕ

06 сентября 2017 г.

Раççей Федерацийĕн прокуратури çумĕнчи Следстви комитетне туса хунăранпа кăçалхи авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче 10 çул çитет.

Граждансен, обществăн тата патшалăхăн ирĕкĕсемпе саккунла интересĕсене хỹтĕлес ĕçре Раççей Федерацийĕн прокуратурин ĕçченĕсемпе пĕрле Следстви комитечĕн тỹпи пысăк. Следстви комитечĕн ĕçченĕсен тивĕçне преступленисен чи хăрушă категорийĕсене тĕпчесси кĕрет: çынна вĕлерни, гражданин ирĕкĕсене хĕсни, теприне арлăх тĕлĕшĕнчен ирĕксĕрлени, çынсемпе суту-илỹ туни, ĕçченсене ĕç укçи тỹлеменни, ĕç сыхлавĕн йĕркисене пăхăнманни, коррупци, терроризм, экстремизм сĕмĕллĕ, вăрă-хурахла тата ытти преступленисем. РФ Уголовнăй кодексне улшăнусем кĕртнĕ май следстви комитечĕн ĕçченĕсем йывăр тата уйрăмах йывăр пĕтĕм преступление, налук сферинчи йĕркене пăснине тĕпчеççĕ. Уйрăм право тăрăмĕллĕ граждансене (кунта депутатсем, пĕтĕм шайри влаçăн суйлавлă должноçне йышăнакансем, адвокатсем тата ыттисем те кĕреççĕ) уголовнăй майпа явап тыттарасси те тĕп тивĕçсен шутĕнче.

Талăкăн хăш вăхăтĕнче те йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисем пулнă вырăна çитсе ĕç-пуçа уçăмлатасси, çителĕклĕ çирĕплетỹсем тупса следовательсене паха пулăшупа тивĕçтересси пирĕн ĕçре тĕп тĕллев пулса тăрать. Сăмах май, Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи Следстви управленийĕн ĕçченĕсем 10 çул хушшинче 13 пине яхăн уголовнăй ĕç пуçарса 11 пин çын тĕлĕшĕпе пуçарнă 10 пине яхăн ĕçе тĕрлĕ судсене çитернĕ. Коррупци сĕмĕллĕ преступленисене хирĕç кĕрешесси - уйрăмах çивĕч ыйту. Пĕр теçетке çул хушшинче коррупципе çыхăннă 2 пин те 600-е яхăн уголовнăй ĕç пуçарнă, судсене 750 уголовнăй ĕç ярса панă. Иртнĕ çулсенче тунă, çапах та вăхăтра уçăмлатман преступленисене уçса парассипе уйрăмах çанă тавăрса ĕçленине палăртмалла. 10 çул хушшинче çакăн евĕр 400-е яхăн преступление уçса пама пултарнă.

Пурнăçлама палăртнă ĕçсем сахал мар. Граждансен, обществăн тата патшалăхăн, уйрăм çынсен ирĕкĕсемпе саккунла интересĕсене хỹтĕлес, преступленисене уçса парас ĕçре следстви комитечĕн ĕçченĕсем тата та пахалăхлăрах ĕçлесе пыма тĕллев лартаççĕ.

Следстви комитечĕн ĕçченĕсем ĕçри çитĕнỹсене прокуратура ĕçченĕсемпе, районсенчи полици пайĕсен сотрудникĕсемпе, йĕрке хуралĕн ытти органĕсемпе тата халăхпа килĕштерсе, тачă çыхăнса ĕçленинче кураççĕ.

Р.САЛИМЗЯНОВ,
Чăваш Республикинчи Следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕн ертỹçин ĕçĕсене пурнăçласа пыракан.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика