Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк спорта - сĕт витри йăтнинчен

06 сентября 2017 г.

Пысăк спорта - сĕт витри йăтнинчен

Питĕ пултаруллă Елчĕк енĕн яшĕсемпе хĕрĕсем. Вĕренỹре, культурăра, спортра тата ытти сферăра тĕрлĕ ỹсĕмсемпе çитĕнỹсем тăваççĕ вĕсем, район, республика, Раççей чысне çỹле çĕклеççĕ.

Спорта кăмăллакан сăпайлă, ăслă, ĕçчен те правур Патреккел хĕрĕ Анна Гаврилова кĕске вăхăтрах районта анчах мар, Раççей, тĕнче шайĕнче палăрма пултарчĕ. Интернетри армрестлинг спорчĕпе çыхăннă ăмăртусене çутатакан хыпарсенче ун хушаматне юлашки çулсенче час-часах курма пуçларăмăр.

Пĕр ялта пурăннăран Аннăна çуралнăранпах лайăх пĕлетĕп тесен те йăнăш мар. Патреккелĕнчи Александрпа Светлана Гавриловсен аслă хĕрĕ вăл. Ĕçчен те тăрăшуллă çемье чылай çул ĕнтĕ халăхран сĕт пуçтарассипе тимлет. Хĕвел тухичченех вăранса таврари ялсенчи халăхран сĕт пуçтарма икĕ машинăпа çула тухаççĕ вĕсем куллен. Аслисем ачисене те, Аннăпа Ромăна, пĕчĕкренех ĕç çумне çыпăçтарнă. Ыйхă мĕнне пĕлмесĕр пĕри - ашшĕпе, тепри амăшĕпе сĕт пухма çỹретчĕç. Кулленех сĕт пама тухнă май автомашина кузовĕ çинче тăраканскерсем çамрăккине пăхмасăр тулли витресене йăтса пысăк бака пушатнине курсан питĕ тĕлĕнеттĕмччĕ. Саратоври аслă шкулта пĕлỹ илекен Анна Гаврилова çуллахи каникул кунĕсенче халĕ те ашшĕ-амăшне пулăшать. "Аня, санăн алă вăйĕ виçессипе çыхăннă ăмăртусенчи çитĕнĕвỹсем тулли сĕт витрисене йăтнинчен пуçланман-ши?" - шỹтлетĕп унпа час-часах. Ыйтăва хирĕç кăмăллăн кулать хĕр.

Çитĕнĕвĕсем, чăн та, сахал мар пикен. 9-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтрах федерацин Атăлçи округĕнче алă вăйĕ виçес енĕпе иртнĕ ăмăртура 2-мĕш, 10-мĕш класра пĕлỹ илнĕ чух 1-мĕш вырăна тухрĕ хĕрача. Каярах армрестлинг енĕпе иртнĕ Раççейри ăмăртура 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Малалла çĕршыв командин йышĕнче Болгаринчи София хулинче иртнĕ ăмăртусене те икĕ хут хутшăнса палăрма пултарчĕ Патреккел хĕрĕ. 2015 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-7-мĕшĕсенче армрестлинг енĕпе иртнĕ Европа чемпионатĕнче 89 спортсменран тăракан Раççей команди йышĕнчи Анна Гаврилова юниорсем хушшинче бронза медаль хуçи пулса тăчĕ. 2016 çулхи çĕртме уйăхĕнче çак çĕршыврах иртнĕ ăмăртура хĕр сулахай алăпа алă вăйĕ виçсе кĕмĕл, сылтăм алăпа алă вăйĕ виçсе бронза медальсем çĕнсе илчĕ. Кăçал вара Польшăри Катовице хулинче алă вăйĕ виçес енĕпе иртнĕ Европа чемпионатĕнчен тата первенствинчен çĕнтерỹпе таврăнчĕ. 34 çĕршыври 900 спортсмена пуçтарнă çак ăмăртăва Чăваш Енĕн 8 спортсменĕ хутшăннă. Чăваш спортсменĕсем тивĕçнĕ 11 медальтен 2-шне Анна çĕнсе илчĕ ун чухне.

Кире пуканĕ йăтассипе те çитĕнỹсем тăвать А.Гаврилова. Ку енĕпе республика шайĕнче иртнĕ ăмăртусене хастар хутшăнса 2 хут пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ, пĕрре анчах мар призерсен йышне кĕчĕ.

- Кам хистерĕ сана спорт енне туртăнма? Кам пулăшса пычĕ?

- Спорта юратма, ырă ĕмĕт-тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыма пулăшса пынăшăн чи малтанах чун-чĕререн хавхалантарса пыракан атте-аннене, хамăр ялти физкультура предметне ертсе пынă вĕрентекенсене - Борис Клементьева, Юрий Петрова, Александр Адюкова, Елчĕк шкулĕнче вĕреннĕ вăхăтра аталанма пулăшнă Николай Волковпа Виктор Демьянов учительсене, Сергей Солинпа Елена Портнова тренерсене, Патреккелте тата Елчĕк шкулĕнче пĕлỹ паракан кашни педагога пысăк тав сăмахĕ калатăп. Вĕсем тĕрĕс çул-йĕр кăтартса пыни пурнăçра паянхи кун та пулăшать, - хуравлать вăл кăмăллăн ман ыйту çине.

1999 çулхи нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче кун çути курнă Анна вĕренỹре те яланах малтисен йышĕнче пулнă. Шкулта пĕлỹ илнĕ чухнех тĕрлĕ предмет олимпиадисене, конкурс-ăмăртусене хастар хутшăнатчĕ вăл, час-часах малти вырăнсене тивĕçетчĕ. Шкул тата ун тулашĕнчи мероприятисенче хастарлăхпа палăрнă хĕрача пĕр çулĕнче "Артек" лагерьте канма пултарчĕ. Пуçаруллăскер 2016 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулса тăчĕ тата Чăваш Ен Пуçлăхĕн ятран паракан стипендине тивĕçрĕ.

Халĕ Анна Саратоври юридика академийĕнче иккĕмĕш курсра вĕренет. Унта та малтисен ретĕнче тăрăшуллă хĕр - академи чысне хỹтĕлесе Саратов тата ытти хуласенче иртекен спортăн тĕрлĕ тĕсĕн ăмăртăвĕсене хастар хутшăнать. Пĕрремĕш курс студенчĕсен вĕренĕвĕпе пултарулăхне палăртакан рейтингра вăл пĕлтĕр вĕренỹ çулĕ тăршшĕпех пĕрремĕш картлашка çинче тăнă.

- Студент пурнăçĕ килĕшет-и? Пушă вăхăтна мĕнле ирттеретĕн? - ыйтатăп унăн мал ĕмĕтпе çунса тăракан çутă куçĕсенчен тинкернĕ май.

- Питĕ килĕшет мана студент пурнăçĕ. Вĕренỹ вăхăтĕнче прокуратура тата правосуди çурчĕсенче, Саратоври Хула Думинче пулма тивет. Пурте маншăн çĕнĕ, пурте интереслĕ. Саратов хулинчи аслă вĕренỹ заведенийĕсенче Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи яш-кĕрĕм вĕренет. Вĕренỹ тата спорт ăмăртăвĕсен вăхăтĕнче эпĕ чылай юлташ тупрăм. Тĕрлĕ çĕршывсенче иртекен ăмăртусенче пулнă май хуласен илемĕпе киленме те вăхăт тупатăп. Вĕренỹ хыççăн спорт залне васкатăп. Пушă вăхăт сахал пулсан та ăна тĕрĕс йĕркелесе пыма тăрăшатăп, - тет вăл.

Çамрăка ырă малашлăх, çутă ăраскал, çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнỹсем сунар.

Гавриловсем Рома ывăлне те спортра çитĕнỹсем тума хавхалантарса пыраççĕ. Вăхăтне хĕрхенмесĕр вĕсем ăна кỹршĕллĕ Тутарстан Республикинчи Пăва хулинчи ачасемпе çамрăксен "Арктика" спорт шкулне хоккейла выляма илсе çỹреççĕ. Рома Гаврилов кăçал Елчĕк районĕн пĕрлештернĕ хоккей командин йышĕнче выляса Сочи хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри çамрăк хоккеистсен финалти ăмăртăвне хутшăнма тивĕç пулчĕ.

Сăмах май, Гавриловсем ялта, районта иртекен спорт мероприятийĕсене йĕркеленĕ чух та аякра юлмаççĕ, спонсор пулăшăвĕ парса пархатарлă ĕç пурнăçлаççĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика