Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн туслă çемье

02 сентября 2017 г.

Манăн асаттене, пирĕн туслă çемьен кил хуçине, Геннадий Александрович Изосимов тесе чĕнеççĕ. Вăл Кĕçĕн Таяпа ялĕнче йышлă çемьере ỹссе çитĕннĕ. Унăн ашшĕне, манăн мăн асаттене Александр Изосимович, амăшне, мăн асаннене Мария Ивановна тесе чĕннĕ. Вĕсем 10 ача çуратса ỹстернĕ.

Манăн асатте, 1944 çулта çуралнăскер, ялти пилĕк стеналлă çуртра пĕрремĕш класра вĕренме пуçланă. Пĕр уйрăмĕнче пĕрремĕшсем, тепринче аслăраххисем пĕлỹ илнĕ. Асаттен пĕрремĕш вĕрентекенĕ Софрония Егоровна Мальцева пулнă.

- Пĕрремĕш вĕрентекен пире уроксене питĕ лайăх ăнлантаратчĕ. "Ăнланмасан тепĕр хут ыйтăр тетчĕ", - аса илет вăл.

Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Геннадий Александрович колхоз производствинче вăй хунă. 1963 çулта ăна çар комиссариатне чĕнсе илнĕ те Комсомольскинчи автошкула шофера вĕренме янă. Шофер правине илнĕ хыççăн яла таврăннă. Виçĕ уйăх тăван колхозра шоферта ĕçленĕ. Сентябрь уйăхĕнче Геннадий Изосимова Совет Çарне кайма повестка параççĕ. Сентябрĕн 6-мĕшĕнче çар комиссариатне çитмелле пулнă унăн. Анчах çемьере кĕтмен çĕртен инкек сиксе тухать. Сентябрĕн 4-мĕшĕнче вĕсен çурт-йĕрĕпе хуралтисем пушарта çунса кĕлленеççĕ. Çар комиссариачĕ каччăна ноябрь уйăхĕччен килте хăварать. Чỹк уйăхĕн 28-мĕшĕнче асатте салтак тивĕçне пурнăçлама тухса каять.

Салтак службин тивĕçне пурнăçланă хыççăн тăван колхозра автомеханик тата управляющине пулăшакан пулса тăрăшать. Каярахпа ăна ялти культура çуртне ертсе пыма шанаççĕ. 15 çул тăрăшать унта. Çав вăхăтрах комсомол организацине ертсе пырать.

1968 çулта асатте Питтĕпел ял хĕрĕпе, Нинăпа, çемье çавăрнă. 49 çул шăкăл-шăкăл калаçса, килĕштерсе пурăнаççĕ Геннадий Александровичпа Нина Александровна Изосимовсем.

Асанне колхозра хăмла плантацийĕнче нумай çул вăй хунă. "Симĕс ылтăн" плантацийĕсене пĕтерсен вăл ĕне ферминчен Елчĕкри сĕт-çу заводне сĕт турттарнă. Каярахпа ял халăхĕн сĕтне пуçтарнă.

Асаттепе асанне пĕр ывăлпа икĕ хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ывăлĕ, манăн атте, Алексей, тĕп килте пурăнать. Аля аппа Красноармейски районĕнчи Çĕн ял йĕкĕтне качча тухнă. Шупашкарта больницăра медсестрара тăрăшать. Вĕсен виçĕ ача. Оксана аппа Тăвай районĕнчи Тăрмăш ялĕн ачипе пĕрлешнĕ. Çав ялти шкулта медсестра пулса ĕçлет. Вĕсен пилĕк ача.

Манăн аттепе анне çемье çавăрни 25 çул çитрĕ. Атте, Алексей Геннадьевич, ял халăхĕнчен сĕт пуçтарать. Анне, Надежда Александровна, ялти шкул ачисене истори вĕрентет. Эпир виçĕ пĕртăван çитĕнтĕмĕр. Оля аппа иккĕмĕш аслă шкулта пĕлỹ пухать. Вăл çемьеллĕ. Мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Саша тете Хусанта тухтăра вĕренет. Эпĕ Елчĕкри шкулта 11 класра вĕренетĕп.

Асаттепе асаннен 11 мăнукпа 2 кĕçĕн мăнук. Вĕсем эпир пурришĕн шутсăр хĕпĕртеççĕ. Эпир те асаттепе асанне, аттепе анне пурришĕн питĕ хытă савăнатпăр. Вĕсем пире çемье çирĕплĕхĕ туслăхра, килĕшỹре пулнине ăнлантараççĕ.

Таня ИЗОСИМОВА.
Кĕçĕн Таяпа ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика