Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă вĕрентекенсем

02 сентября 2017 г.

Пултаруллă вĕрентекенсем

Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти педагогсем пурнăç уттипе тан утса пыраççĕ.

Акă Анна Портнова вĕрентекенĕн ĕç стажĕ пĕчĕк мар: 25 çул ачасене тăван чĕлхепе литературин илемне туйма вĕрентет. Анна Ильиничнăн нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн панă Хисеп хучĕсем çулсерен йышланса пыраççĕ. Нумаях пулмасть ăна ачасене тарăн пĕлỹ тата çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани панăшăн Чăваш Республикин Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотипе чысларĕç.

Унăн ĕçри тантăшĕ, истори вĕрентекенĕ Людмила Пешенькова та юлашки çулсенче пысăк ỹсĕмсемпе палăрать. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче Людмила Степановна районти "Чи лайăх класс ертỹçи" конкурс çĕнтерỹçи пулса тăчĕ. Вĕренỹ ĕçĕнче 19 çул тăрăшакан хастар педагог Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ.

Пултаруллă вĕрентекенсем çĕнĕ вĕренỹ çулне пысăк кăмăл-туйăмпа кĕтсе илчĕç.

Сăнỹкерчĕкре: А.Портновăпа Л.Пешенькова.

В.КИРИЛЛОВА сăнỹкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика