Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Етĕрнере пултăмăр

02 сентября 2017 г.

Етĕрнере пултăмăр

Эпир, Елчĕк районĕнчи ветерансен канашĕн членĕсем, республикăри тĕрлĕ районсенчи ветерансемпе туслă çыхăну тытатпăр. Çак кунсенче пире Етĕрне районĕнче пулса курма тỹр килчĕ.

Вăрăм çула хыçа хăварса Вăрнар, Элĕк районĕсенчи тĕрлĕ чечек ăшĕнче ларакан ялсен илемĕпе киленсе пытăмăр. Етĕрне районĕн администрацийĕн çурчĕ умĕнче пире ертỹçĕсем, Етĕрне районĕнчи ветерансен "Туслăх" хорĕн коллективĕ çăкăр-тăварпа тата хаваслă кĕвĕ-юрăпа кĕтсе илчĕç. Етĕрне районĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ М.Кольцова, социаллă аталану уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Г.Архипова, Етĕрне халăхне социаллă пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центр директорĕ Н.Степанова пире, ватăсене, ăшшăн саламланă май ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунчĕç.

Вĕри апатпа сăйланă хыççăн пире чи малтанах район администрацийĕнче аслă ăрури çынсен алă ĕçĕсен - çыхса тата тĕрлесе хатĕрленĕ япаласен куравĕпе, Етĕрнери художествăпа краеведени, Н.Мордвинов актер музейĕсемпе паллаштарчĕç. Курмалли, тĕлĕнмелли, паллашмалли пайтахчĕ. Çирĕммĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче пурăннă меценатсен - пĕртăван Таланцевсен ĕçĕ-хĕлĕпе, К.Волков тухтăр пурнăçĕпе, Етĕрнере пурăннă купцасемпе мещенсен йăлара усă курмалли хатĕрĕсемпе, паллă художникăн В.Семяхинăн курав залĕпе паллашма уйрăмах кăмăллă пулчĕ. Вунсаккăрмĕш ĕмĕрти пуянсен çурчĕсем вара питĕ нумай иккен районта. Районти тĕп вулавăш ертỹçи Н.Долгова библиотека ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ.

Каярах пĕтĕм çĕршывĕпе ырă ятпа палăрнă Аркадий Айдакăн тăван ялĕнче те пулса курма тỹр килчĕ. Вăл Етĕрне районĕнчи Чурпай ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ял хуçалăхăн, РСФСР тата ЧАССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн хисеплĕ çĕр йĕркелỹçи, Етĕрне районĕн тата Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ Аркадий Айдак ял пурнăçне, çут çанталăка мĕн пĕчĕкрен юратса çитĕннĕ. Ăна "Ленинская искра" колхоз председателĕн тилхепине шанса панă хыççăн вăл хистенипе тата тăрăшнипе пурнăçланă пысăк ĕçсем паянхи кун та халăх асĕнче. Ку тăрăхра çамрăксем ялта юлма ăнтăлнине асăрхарăмăр, ял халăхĕ тулăх пурăнать. Хуçалăх ура çинче çирĕп тăнин витĕмĕ те пур пуль кунта паллах.

46 гектар лаптăк йышăнакан хăмла плантацийĕ аякранах куçа илĕртет. Ял халăхĕ пире ăшшăн кĕтсе илни те кăмăла çĕклерĕ. Шкул ачисем сăвăсемпе савăнтарчĕç.

Етĕрнерен эпир хаваслă кăмăл-туйăмпа таврăнтăмăр.

Исония ВОЛКОВА.
Хăвăлçырма ялĕ.

Сăнỹкерчĕкре: Елчĕксем Етĕрнере.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика