Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçне ачасемшĕн панă

02 сентября 2017 г.

2004 çулхи кĕркуннен пĕрремĕш кунĕнче Бесланри 1-мĕш вăтам шкула террористсем пырса кĕнĕ, 34 хурах пин ытла çынна тыткăна илнĕ. Вĕсенчен 918-шне çăлма май килнĕ, анчах та 270 çын унтах выртса юлнă, вĕсенчен 186-шĕ - ачасем.

Вĕрентекенсене ыт ахальтен мар иккĕмĕш аттепе е аннепе танлаштаратпăр. Вĕренекенĕсене тарăн пĕлỹ тата тивĕçлĕ воспитани пама пултарнипе пĕрлех вĕсемшĕн пурнăçне пама та пултараççĕ педагогсем.

Çакна 2004 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче пулса иртнĕ инкек питĕ лайăх çирĕплетсе парать. Вĕрентекенсем ачасене çăлас тĕллевпе хăйсенчен мĕн кирлине пурнăçланă. Çавна май Бесланра юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче паллă тăвакан Вĕрентекен кунне Асăну кунĕпе улăштарнă.

Ачасемшĕн пурнăçне хĕрхенмен вĕрентекенсенчен пĕри - Иван Каниди. Вăл, 1930 çулта çуралнăскер, 74 çулта пулнă. Ашшĕ грузин пулнă, хуçалăх председателĕнче тăрăшнă. Физкультура учителĕнче 1953 çултанпа ĕçленĕ Иван. Хăйĕн ĕмĕрĕнче сахал мар спортсмен хатĕрленĕ, чылай ачана спорта юратма хăнăхтарнă. Унăн воспитанникĕсем чылай çул иртсен çак пысăк чунлă çын патне канаш-сĕнỹ ыйтма, çитĕнĕвĕсем пирки хыпарлама çỹренĕ.

Çак кун яланхилле шкула хавхалануллă кăмăлпа кайнă вăл. Кунта ăна юратнă ĕçĕ, хаклă вĕренекенĕсем кĕтнине яланах туйса тăнă. Анчах та педагога вĕрентекенсемпе вĕренекенсем тата ашшĕ-амăшĕпе пĕрле хĕç-пăшалланнă террористсем те кĕтсе тăнă. Самай аслă çултине кура ыттисене тыткăна илнĕ вăхăтра ăна боевиксем кайма сĕннĕ. Анчах та çакăн пек йывăр вăхăтра ачасене пăрахса хăварасси педагогăн пуçне те вырнаçман.

Темиçе ачана Каниди малтанхи минутсенчех çăлма пултарнă - шкулăн пĕр пỹлĕмне питĕрсе хăварнăран вĕсем тарма ĕлкĕрнĕ. Ачасене спорт залне хупса хурсан вăл ытти вĕрентекенсемпе пĕрле вĕсене лăплантарнă, типсе антăхнă вăхăтра вĕсемшĕн кăштах та пулин шыв ыйтса илме пултарнă.

- Хĕрарăмсемпе тата ачасемпе çапăçатăр пулсан эсир кавказецсем мар, - тесе уççăн каланăшăн ăна террористсем хаяррăн хĕненĕ. Пĕрремĕш куннех чĕрепе аптăраса ỹкнĕ пулсан та учитель ачасемшĕн тăрăшнă, вĕсене май çитнĕ таран пулăшнă. Сирпĕнекен икĕ хатĕре кĕлеткипе хупăрласа сиенсĕрлетме ĕлкĕрнĕ çакскер.

Штурм пуçлансан пĕр боевик автоматне тарма пуçланă ачасем çине тĕллесе пересшĕн пулнă. Çакна вăхăтра асăрханă И.Каниди ун патне чупса пырса автомат кĕпçине маччаналла тытса тăнă, кĕске вăхăтра кĕçĕннисем спортзалтан тухса тарма ĕлкĕрнĕ. Физкультурника çĕнтереймен боевик ăна тепĕр аллипе пистолет туртса кăларса персе вĕлернĕ. Çак кун ачасене çăлас тĕллевпе пуçĕсене хунă ытти 22 педагог та пархатарлă ята, вĕсен умĕнче кашниех пуçĕсене тайма тивĕç.

Терроризм общество тăшманĕ тетпĕр. Террористсемшĕн нимĕнле чикĕ те çук. Мĕн чухлĕ хаярлăх, чунсăрлăх тата çынсăрлăх вĕсенче. Тĕне те, нацисене те, çĕршывсене те шеллемеççĕ вĕсем. Çынсене, обществăна хăратас, пусмăрлас тĕллеве анчах мала хураççĕ. Çавăнпа кирек хăш самантра та террора хирĕç тăма, унран тĕрлĕ майсемпе сыхланма пултарасчĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика