Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Электронлă ветеринари сертификачĕ

02 сентября 2017 г.

Халĕ Раççейре ветеринари хут сертификачĕпе анлă усă кураççĕ. Çакă документсене пăхса тухса продукцин хăрушсăрлăхне тата вăл усă курма юрăхлине тĕрĕслеме май парать.

Россельхознадзор тахçанах çакăн пек сертификатсене хальхи йышшипе - электронлипе улăштарма сĕнет. Çак тĕллевпе "Меркурий" ГИС (патшалăх информаци системи) веб-приложенипе усă курасшăн та. Сертификат илес тесен браузера тỹрех уçмалла та тавар пирки кирлĕ кăтартусене çырса кĕртмелле. "Меркурипе" пĕрле "Аргус", "Веста", тата "Цербер" системăсем ĕçлеççĕ. "Аргус" тавар кỹрсе килме ирĕк парать. "Веста" вара лаборатори тĕрĕслевне регистрацилеме, "Цербер" юридика пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тишкерме пулăшать. Ĕçе электрон мелĕпе йĕркелени бюрократизма чакарать, документсене алла илессине ансатлатать. Çапла вара хут ĕçĕпе ытлашши аппаланмалла мар - сертификат номерне пăхса мĕнле апат-çимĕç пулнине тата ăна мĕнле туса кăларнине тĕрĕслемелле кăна.

Сертификат илес тесен системăна "кĕмелле". "Меркурий" Раççейре туса кăларакан продукцисене кăна хак парать. Система вара пĕр-пĕр продукци çинчен хыпарсем пуçтарать кăна мар, ăна тишкерет те. Кашни çĕнĕ сертификата тĕплĕ тĕрĕслесе сăнасан кăна парать. Çапла вара системăна улталама çăмăл пулмĕ. Енчен те кам та пулсан сертификатра йăнăш тупсан ăна çийĕнчех тỹрлетме пулать. "Меркурийĕн" "Склад временного хранения" тата "Государственная ветеринарная экспертиза" системăсем те пур.

Раççей Федерацийĕнче электронлă ветеринари сертификатне 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче ĕçе кĕртме планлаççĕ. Çавна май выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илекен, ăна сутакан хуçалăхсен пурин те "Интернет" тытăмне тухакан компьютер, принтер пулмалла, "Меркурий" ГИС парольне тата логинне илме Россельхознадзор управленине ыйтупа тухмалла. Малалла пур ветеринари докуменчĕсене те электронлă майпа хатĕрлесе параççĕ.

Раççей Федерацийĕн Ялхуçалăх министерствин 2016 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнчи 589-мĕш номерлĕ "Об утверждении ветеринарных правил организации работы по оформлению ветеринарных сопроводительных документов, порядка оформления ветеринарных сопроводительных документов в электронной форме и порядка оформления ветеринарных сопроводительных документов на бумажных носителях" приказĕпе Чăваш Енри патшалăх ветеринари службин тата Россельхознадзорăн "Электронная сертификация, федеральная служба по ветеринарному и фитосанитарному надзору" сайтсенче тĕплĕнрех паллашма пулать. Хальхи вăхăтра районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин ĕçченĕсем çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртме вĕренеççĕ.

А.БЫКОВА,
выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин терапевт тухтăрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика