Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирус та наркотиках

02 сентября 2017 г.

Çапах та ун пек шутламаççĕ пулĕ ăна кăмăллакансем. Чылай çыншăн вăл йăлана кĕнĕ хăнăху пулса кайнă. Пирус туртни сиенлĕ пулнине пурте пĕлеççĕ, анчах кашни туртакан хăйĕн сывлăхне тĕрлĕ табак наркăмăшĕпе хуллен-хуллен пĕтерет. Юлашкинчен çакă ытла та хăрушă чирсем патне илсе пырать: тута, çăвар, ỹпке, апат хуранĕн ракĕсем, бронхит, астма, чĕре чирĕсем, ура çинчи юн тымарĕсем пĕтсе пыни (нумай чухне вĕсене татмах тивет). Çапла вĕçленет ỹпкене тĕтĕмпе тултарни.

Паллах, маларах асăннă чирсем тỹрех пуçланмаççĕ, хăш чух чылай çул иртет. Çавăнпа та çамрăкла пирус мăкăрлантарнă чухне вĕсем пирки шутламастпăр та. Анчах чир-чĕр лекмест тесе калама çук. Тумлам чула шăтарать мар-и?

Ĕмсе илнĕ табак наркăмăшĕсем пирĕн организмри кирлĕ клеткăсене пăсаççĕ. Юна кирлĕ чухлĕ кислород пымасть, эппин, çын хăвăрт ывăнать, тарăхакан пулать, ыйхи çухалать, ăс-тăн чакать тата ытти те. Эппин, шутласа пăхăр-ха: хыпмалла-и çăвара пирус?

Хăш-пĕр ача хăйне аслăрах кăтартас, ыттисенчен юлас мар тесе туртма пуçлать. Çавна май хăйне хистет, вăйпах пируса хăнăхтарать. Хăй туртма пуçланăшăн савăнать. Шăп çав хăнăхнă самантран ун ỹпкисем, чĕри, пуç мими арканма пуçлаççĕ те.

Хĕрсем пирус туртма пикенни тата та хăрушăрах. Ытла та аван мар-çке сарăлнă шăлсене, тĕссĕрленнĕ пит-куçа курма, хытă сассине илтме. Пирус шăрши кĕрет тата... Çакă кайран хака кайса ларать. Сывă ача çуратасси пирки шутламалли те çук.

Мĕнле пăрахмалла-ха пирус туртма? Меслечĕсем нумай. Чи сиенсĕрри - сигарет хисепне чакарса пыни. Анчах пурте кун пек тума пултараймаççĕ. Кăмăл çирĕп пулсан тепĕр икĕ эрнерен туртас килни иртсе кайĕ. Хăвна ан шелле çеç. "Тепĕр пирус туртам-ха, ыран пăрахăп", - тенипе пулмасть. Кашни туртнă пирус сиенлĕ. Çуран утăр, велосипедпа ярăнăр, чупăр. Ун чухне туртни сиенлĕ пулнине тепĕр хут туйса илĕр.

Р.ШАКОВА,
психиатр-нарколог.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика