Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тав тăватăп

02 сентября 2017 г.

Çуркуннех, ака уйăхĕнчи пĕр кун, ман юн пусăмĕ тăрук пысăк хăпарса кайрĕ, хама япăх туйрăм. Телее, мана кỹршĕре пурăнакан Александр Мустаев асăрхаса тỹрех ялти фельдшер пунктне хăйĕн автомашинипе илсе çитерчĕ. Мана унта Тамара Петровна Матвеева фельдшер вăхăтлă пĕрремĕш пулăшу пачĕ, хама аван туйма тытăнтăм. Пĕрех мана фельдшер киле тỹрех кăларса ямарĕ, тĕрĕслесех тăчĕ, сĕнỹсем пачĕ. Тавах ăна, Тамара Петровна ытти чухне те пурне те яланах пулăшу аллине тăсма хатĕр. Каçхине эпĕ хама татах япăх туйрăм. Çакна пĕлсен ывăлпа кин тỹрех кỹршĕ ялтан килсе çитрĕç, васкавлă пулăшу службине шăнкăравларĕç. Васкавлă пулăшу машини Аслă Пăла Тимешрен чăннипех те хăвăрт çитрĕ. Вĕсем мана вăхăтлă пулăшрĕç, эпĕ хама лайăх туйма тытăничченех кĕтрĕç. Шел, васкавлă пулăшу службин ĕçченĕсен пĕрин ятне те ыйтса юлаймарăм, анчах питĕ пысăк тав сăмахĕ калатăп вĕсене. Вĕсен тата ялти фельдшерăн Т.П. Матвееван ăсталăхне, ăнăçлă сиплевне, ывăлпа кинĕн, кỹршĕн - А.Мустаевăн тимлĕхне пула хама çак çĕр çинче утса çỹретĕп тесе шутлатăп. Каярах юлса пулин те (ялтан час-час тухса çỹрейместĕп-çке, çулĕсем те нумай) чĕререн пуç тайса тав тăватăп сире пурне те, Турă çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу патăр сире.

Çĕнĕ Эйпеçри Александра Ивановна Дружинина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика