Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырма кая юлчĕ

30 августа 2017 г.

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ.

Иртнĕ эрнери ĕçсене тишкерсе Николай Петрович тыр-пула пуçтарса кĕртесси пирки чарăнса тăнă. Чылайранпа ĕнтĕ августăн 28-мĕшĕнче паллă тăвакан Успени праçникĕ тĕлне çак ĕçе вĕçлекенччĕ. Кăçал вара ĕççи чылай кая юлчĕ. Çав вăхăтрах "Победа" сахал яваплă юлташлăх умри задачăсене пурнăçласа районта чи малтан пĕрчĕллĕ культурăсене пуçтарса кĕртме пултарчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ иртнĕ эрнерех вырмана сентябрĕн 1-мĕшĕнче вĕçлеме задача лартнăччĕ, анчах хăш-пĕр хуçалăхсенче, уйрăмах хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче, вырма хăвăртлăхĕ пысăк мар. Уй-хир ĕçĕсем кирлĕ пек пыман пирки ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене те хытă критика тивнĕ.

Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьел территори пайĕн начальникĕ Оксана Такмакова районти санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ пирки каласа панă. Оксана Борисовна палăртнă тăрăх, районта çынсене йытă çыртнă 26 тĕслĕхе регистрациленĕ. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ку енĕпе профилактика ĕçне вăйлатма хушнă.

Елчĕк районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Марина Васильева çу тапхăрĕнче çула çитмен ачасене ĕçпе тивĕçтерессине еплерех йĕркеленипе паллаштарнă. 2017 çулта 14-18 çулсенчи ачасене ĕçе вырнаçтарма республика бюджетĕнчен 160,6 пин тенкĕ, муниципалитет бюджетĕнчен 53,3 пин тенкĕ (планпа çулталăка 380 ача ĕçлеме палăртнă) уйăрнă. Çичĕ уйăхра "Çул çитмен ачасене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарасси" программăпа 18 килĕшỹ çырнă, 292 ачана ĕçе вырнаçтарнă. Вырăнти бюджетран Çирĕклĕ Шăхаль, Лаш Таяпа, Çĕнĕ Пăва, Аслă Елчĕк, Кушкă, Курнавăш шкулĕсене укçа-тенкĕ куçарнă. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа Ленин ячĕллĕ, "Комбайн" ялхуçалăх производство кооперативĕсем, "Акатуй" ООО, А.Дмитриев, В.Московский уйрăм предпринимательсем тачă çыхăнса ĕçленĕ. Ачасем вăхăтлăх ĕçленĕшĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен центртан ĕç укçи илнĕ. Вăхăтлăх ĕçсене ытларах нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене, çул çитмен ачасен комиссийĕнче учетра тăракансене явăçтарма тăрăшнă.

Район администрацийĕн экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова "Интернет" сетьри официаллă сайтра çĕрпе усă курмалли йĕркесене вырнаçтарнă чухне хыпарсене требованипе килĕшỹллĕн лартмалли çинчен чарăнса тăнă.

Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти çивĕч ыйтусене те сỹтсе явнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика