Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă улшăнусене кашни çын туйтăр

30 августа 2017 г.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче Киров хулинче Вырăнти хăйтытăмлăха аталантарас енĕпе ĕçлекен канашăн ларăвне ирттернĕ.

Асăннă канаш халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатас енĕпе кунсерен тĕл пулакан ыйтусемпе ĕçленине, çак ыйтусене пахалăхлă татса панинчен Раççей гражданĕсен пурнăç шайĕ мĕнле пуласси килнине палăртнă В.Путин ларăва уçнă май. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйту - вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем хуласемпе ялсен, поселоксен çивĕч ыйтăвĕсене татса парас ĕçе граждансене те явăçтарасси мĕнле шайра пулнине тишкересси пулнă.

Юлашки вăхăтра халăхăн пысăк пайĕ влаç умĕнче тăракан çивĕч ыйтусемпе чăрмавсене татса парас ĕçе пысăк пуçарулăхпа хутшăннине, çавна май ырă канаш-сĕнỹсемпе палăрнине асăрхама пулать. Влаçăн тĕп тĕллевĕ - çак сĕнỹсене илтсе вĕсене пурнăçа ăнăçлă кĕртсе пырасси. Вырăнти влаçпа халăх тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕçре уйрăмах тачă çыхăнса ĕçленине палăртмалла. Çуртсен çумĕнчи территорисене, парксене, обществăлла вырăна тирпей-илем кĕртес ĕçре влаçăн кунта пурăнакан граждансен шухăшне, халăхшăн мĕнле меллĕ, çавна шута илсе пурнăçламаллине мала хурасси тĕп шухăш пулнă ларура. Çапла тусан анчах ĕç-хĕл ăнса пырассине, ертỹçĕсен халăх умĕнчи хисепĕ тата та ỹсессине Раççей Федерацийĕн Президенчĕ хăйĕн Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче те палăртнăччĕ. Президент шухăшĕпе, пурнăçа аталантарассипе тата тавралăха тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă программăсене уйрăмах пĕчĕк ялсенче тата пĕчĕк хуласенче пурнăçа кĕртесси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла.

Асăннă программăсем пирĕн республикăра та ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Сăмах май, Чăваш Енре халăхăн 35 проценчĕ яллă вырăнта пурăнать. "2015-2017 çулсенче Чăваш Республикинче яллă территорисене тăнăçлă аталантарасси" программăпа килĕшỹллĕн яллă территорисене аталантарассипе çыхăннă проектсене пурнăçа кĕртме 2 миллиарда яхăн тенкĕ уйăрнă.

Асăннă укçа-тенке çул-йĕр тума, граждансен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, ФАПсемпе культура çурчĕсем, вĕренỹ çурчĕсем тума тата пуçарулăхпа палăракан граждансене грантсемпе хавхалантарма расхутланă. 2015-2017 çулсенче республикăри ялсемпе саласенче 169,5 километр çул-йĕр тунă, 2003-2017 çулсенче 5046 ял çынни пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă, ял халăхне тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парас тĕллевпе 100 фельдшерпа акушер пунктне уçнă тата ытти чылай ĕç пурнăçланă.

Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ялсемпе саласене ăнăçлă аталантарма май паракан "Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ общество инфратытăмне аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртесси çинчен" Указа алă пуснă. Указ вырăнти ыйтусене татса панă чух тĕрлĕ шайри бюджет тата халăх укçи-тенкине пĕрлештерме, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене тата халăха пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме, вырăнти пуçарусене аталантарма май парать. Асăннă Указпа килĕшỹллĕн, ял тăрăхĕсенчи инфратытăма аталантарас тĕллевпе муниципалитет районĕсен администрацийĕсем конкурса пурĕ 85 проект тăратнă пулсан, вĕсенчен 84-шĕ конкурс витĕр тухнă. Кăçал 47 проекта (пурĕ 33,3 миллион тенкĕлĕх) пурнăçа кĕртме пуçăннă. Ял халăхĕпе уйрăм предпринимательсем те укçа-тенкĕ пуçтарса ку ĕçе пысăк хастарлăхпа пуçăнаççĕ. Пурнăçламалли ĕçсен шутне çул-йĕр, шкулсемпе культура çурчĕсем, спорт площадкисем, стадионсем, парксемпе аллейăсем, ытти объектсем хута ярасси, юсасси тата çĕнетесси кĕрет. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăх тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ыйтнипе халăх пуçарнă ĕç-хĕле пурнăçа кĕртме хушма 20 миллион тенкĕ уйăрма йышăннă. Çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртнĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессийĕнче çак йышăнăва пăхса тухса ырланă. Проектсене ăнăçлă пурнăçа кĕртес ĕçре хушма укçа-тенкĕ пысăк пулăшу парĕ.

Паянхи çивĕч ыйтусенчен пĕри - 2018 çула яллă территорисене аталантарассипе çыхăннă проектсене хатĕрлес енĕпе граждансемпе ял тăрăхĕсен, район администрацийĕсен пуçлăхĕсем килĕшỹре ĕçлесси. Конкурса республикăри 284 ял тăрăхĕ те хутшăнни ялсенчи кашни урама çĕнетме май парĕ. Проектпа килĕшỹллĕн пурнăçланакан ырă улшăнусене республикăра пурăнакан кашни çын туйма пултартăр.

Е.ПЕТРОВА хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика