Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улшăнусем кĕртнĕ

30 августа 2017 г.

Раççей Президенчĕн 2017 çулхи утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче йышăннă 189 номерлĕ "О внесении изменений в Кодекс Российской Федерации об административных правонарушениях в части установления административной ответственности должностных лиц заказчика за нарушение срока и порядка оплаты товаров (работ, услуг) при осуществлении закупок для обеспечения государственных и муниципальных нужд" саккунĕ çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче вăя кĕчĕ.

Асăннă саккун РФ Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодекса 7.32.5 номерлĕ хушма статья кĕртрĕ. Унпа килĕшỹллĕн, патшалăх тата муниципалитет нушисене тивĕçтерме сутăн илнĕ чух заказчик таваршăн татăлас, аванс парас йĕркене пăхăнмасан должноçри çынна 30 пин тенкĕрен пуçласа 50 пин тенкĕ таран штрафлама пултараççĕ. Ку административлă ĕçе пăхса тухассине федерацин монополие хирĕçле службăсен тивĕçне кĕртнĕ.

Асăннă йĕркене иккĕмĕш хут пăсакана 1 çултан пуçласа 2 çул таран дисквалификацилеççĕ. Ку ĕçе судьясем пăхса тухаççĕ.

П.КОКОРЕВ,
Елчĕк район прокурорĕн çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика