Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çỹреве - велосипедпа

30 августа 2017 г.

Çул çỹреве - велосипедпа

Лаш Таяпа ялĕн çамрăкĕсем культура çурчĕн ертỹçи Зарема Князева ертсе пынипе иккĕмĕш çул тăван тăрăха тата лайăхрах, тĕплĕнрех пĕлес тĕлĕшпе велосипедсем çине ларса çул çỹреве тухаççĕ.

Велосипедпа çула тухни сывлăха çирĕплетме пулăшни куçкĕретех. Такăр çулпа вĕçтерсе пырса кĕске хушăрах кирлĕ çĕре çитетĕн, транспорт укçа-тенкĕ те ыйтмасть.

Çул çинчи пĕрремĕш чарăну Тутарстан Республикинчи Пăва районне кĕрекен Тутиел ялĕ пулчĕ. Тутарсем ĕмĕртен чăвашсемпе тачă çыхăну тытнă, питĕ туслă пурăннă. Çакă хальхинче те çирĕпленчĕ. Çывăхри тараса патне çитсе тăрсанах хирĕç çуртра пурăнакан хĕрарăм чỹречине уçса пурне те хăйĕн кил-çурчĕ патне йыхравларĕ. Ăшпиллĕ кил хуçи хĕрарăмĕ Людмила Григорьева пире хăйсен ялĕн историйĕпе паллаштарчĕ, кỹршĕллĕ чăвашсемпе тутарсем яланах пĕр çăвартан пурăннине пĕлтерчĕ. Уявсене те вĕсем пĕр-пĕрне чĕнеççĕ, йăла-йĕркене упрас тесе тимлеççĕ. "Пирĕн туслăх ĕмĕре пытăр, вăл ламран лама куçтăр", - тет Людмила Петровна. Тараватлă кỹршĕ республика хĕрарăмĕ çул çỹревçĕсене тутар апат-çимĕçĕпе те сăйларĕ. Епле тутлă-ха вĕсен çимĕçĕсем!

Тутиел ялне хыçа хăварса велосипед тусĕсем Вăрăмхăвана çитрĕç. Кунта çамрăксем ялти сумлă ватăпа - Иван Карамаликовпа тĕл пулчĕç. 86 çулхи Иван Тихонович тăван ялĕ мĕнле пуçланса кайни çинчен каласа пачĕ. Ял историйĕ пуян. Ăна Иван Барзаев пуçарса янă. Вăл çар службинчен çĕрпе усă курма юракан патша хучĕпе таврăннă. Тăван ялтан инçех мар тĕпленнĕ. Ун хыççăн Патреккелтен Казначеевсем, Аслă Елчĕкрен Карамаликовсем, Акчелтен Карсаковсем куçса килнĕ. Вăрăмхăва ялĕ вăрмантан инçех мар тикĕс вырăнта вырнаçнă.

Вăрăмхăваран Аттелĕхĕн Аслă вăрçине 177 çын тухса кайнă. Çапăçу хирĕнчен 67 ентеш таврăнман. Вăрçă çулĕсене Иван Тихонович куççуль кăлармасăр каласа параймарĕ. Ăна хавхалантарас тесе вăрçă вăхăтĕнчи юрăсене аса илчĕç çул çỹревçĕсем. Ăшшăн сывпуллашрĕç тавра пĕлỹçĕсем хисеплĕ ветеранпа.

Малалли çул Утинка ятлă вырăс поселокĕ пулнă тĕле илсе çитерчĕ. Шел пулин те, 1974 çултанпа кунта никам та пурăнмасть.

Утинка юханшывĕнче велосипедистсем шыва кĕрсе уçăлчĕç. Кунтах пулăçсемпе тĕл пулчĕç. Юханшыв хĕрринче В.Александров пулăшнипе пулă шỹрпи пĕçерсе çирĕç, сиплĕ курăксенчен чей вĕретсе ĕçрĕç.

34 çухрăма хыçа хăварса савăнăçлă кăмăл-туйăмпа килĕсене саланчĕç туристсем. Пĕлмелли, кăсăкли чылай пулчĕ çамрăксемшĕн.

С.СТЕПАНОВА.

Сăнỹкерчĕкре: туристсен пĕр ушкăнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика