Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вакцинаци - шанчăклă мел

30 августа 2017 г.

Грипп хăрушсăрлăхне сиресси хамăртан килет. Ăна профилактикăламалли шанчăклă тата эффективлă мел вакцинаци шутланать.

Ăслăлăх тĕпчевĕсен кăтартăвĕсем иммунизаци халăх чирлессине 70-90 процент чакарнине çирĕплетеççĕ. Прививка грипп ересрен хỹтĕлет, чирлесен те унăн йывăрлăхне сирет тата чир шала каяссинчен сыхлать.

Обязательнăй вакцинацие ултă уйăхран иртнĕ ачасем, ача садне тата шкула çỹрекенсем, йывăр çын хĕрарăмсем, студентсем, медицина тата вĕренỹ учрежденийĕсенче, коммуналлă сферăра, общество транспортĕнче тăрăшакансем, 60 çултан иртнисем, сахăр чирĕпе аптăракансем, кĕлетке виçи ытлашши ỹссе кайнисем, призыв йĕркипе çар службине кайма хатĕрленекенсем тата чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе нушаланакансем кĕреççĕ.

Грипп - хăрушă инфекци. Сывă мар çын вун-вун çынна чир ертет. Районта юн пусăмĕ пысăккипе, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕпе аптракансем йышлăн. Вĕсене грипран тата ерекен чир-чĕртен иммунизацилени уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен асăннă чирсене пула юн тымарĕсен стенкисенче тĕрлĕ улшăну пулас хăрушлăх сисчĕвлентерет. Çакă вара инфаркт е инсульт тỹссе ирттернисен сывлăхне татах хавшатать.

Вакцинацилени, паллах, лайăх. Çапах та сывлăхăмăршăн хамăрăн та тăрăшмалла. Чи малтанах сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, тĕрĕс апатланмалла, ытларах утса çỹремелле. Çавăн пекех харпăр хăй гигиени çинчен те манмалла мар - пỹлĕме уçăлтармалла, нỹрĕ татăкпа тасатса тăмалла, алăсене çумалла.

Районта хальлĕхе 170 ачана, 3577 аслă çынна прививка тунă.

Грипран паянах хỹтĕленмелле. Çавăнпа та организаципе предприятисен ертỹçисене ĕçтешĕрсен сывлăхĕ пирки шутлама ыйтатпăр. Хăвăр шутăрпа вакцина туянса халех прививка тутармалла.

Г.УФУКОВА,
районти тĕп больницăри тĕп врачăн çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика