Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç çĕнĕлле ĕçлеме хистет

26 августа 2017 г.

Пурнăç çĕнĕлле ĕçлеме хистет

Кăçал педагогсем хăйсен йăлана кĕнĕ августри конференцине Курнавăшри хăтлă та çутă культура çуртне пуçтарăнчĕç. Кунти фойере кашни шкулăн ĕç-хĕлĕпе, опычĕпе паллашма май пулчĕ. Кăнтăрлаччен Курнавăш шкулĕнче 14 секцинче йĕркеленĕ çĕнĕлĕхсемпе 300 ытла вĕрентекенпе воспитатель паллашрĕç.

Вĕренỹ тытăмĕн ĕçченĕсемсĕр пуçне канашлăва район пуçлăхĕ Ираида Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Чăваш Республикин вĕренỹ институчĕн йĕркелỹпе методика ĕçĕсен проректорĕ Светлана Петрова тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Леонард Левый "Педагогикăра çирĕпленнĕ йĕркесем тата инновациллĕ вĕренỹ хутлăхĕ - вĕренỹ тытăмĕн аталанăвĕн никĕсĕ" темăпа доклад турĕ.

Вĕренỹ тытăмне кирек мĕнле инвестици хывсан та, унăн инфраструктурине темле улăштарсан та, вĕренỹ пахалăхне ỹстернĕ çĕрте педагог тĕп вырăн йышăнать. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисенче 204 учитель, 46 воспитатель ĕçленĕ. Учительсен 93 проценчĕ, воспитательсен 83 проценчĕ аслă пĕлỹллĕ. 2016-2017 çулсенче 29 педагог аттестаци витĕр тухса пĕрремĕш категорине, 13-шĕ аслă категорине тивĕçнĕ.

Учительсен вăтам ỹсĕмĕ - 50 çул. Районта 35 çула çитмен 6 вĕрентекен тăрăшать. Паян вĕренỹ учрежденийĕсенче пенси çулне çывхаракан педагогсем йышлă. Паллах, вĕсен ĕç опычĕ, пĕлĕвĕ пуян, анчах хальхи вĕренекенсем куçĕсем çунса тăракан, çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртсе малалла ăнтăлакан вĕрентекене ытларах курасшăн. Ку ыйту районта кăна мар, республика шайĕнче те çивĕч тăрать. Кăçал района 1 çамрăк учитель килнĕ.

Пурнăç шайĕ кунсерен аталанса, çĕнелсе пынăран учительтен те çавнах ыйтать. Çавăнпа педагогăн хăйĕн те куллен пĕлĕвне тарăнлатмалла, ачасене кунсерен хăйĕн ăсталăхне, çĕнĕлĕхсенчен хăраманнине, вĕсене çỹллĕ шайра пĕлнине кăтартса памалла. Ĕçри пултарулăха вара ытларах тĕрлĕ професси конкурсĕсенче кăтартма пулать. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче професси ăсталăхне ỹстерекен республикăри "Чи лайăх воспитатель", "Чи лайăх учитель", "Чи лайăх класс ертỹçи" конкурссенче пирĕн районтан Елчĕкри "Шевле" ача сачĕн воспитателĕ Алина Молодова, Çĕнĕ Пăвари историпе обществознани учителĕ Алексей Смирнов, Кушкăри класс ертỹçи Людмила Пешенькова тупăшнă.

Паян педагогсен хăйсен ăсталăхне, пĕлỹ шайне ỹстерме, çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртме тĕрлĕ майсем пур. Акă, иртнĕ вĕренỹ çулĕнче Курнавăшри педагогсем çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртсе хăйсен опытне "Халăх шкулĕ" журналта çырса кăтартнă. Çавăн пекех Курнавăшсем "Вĕренỹ - культура - спорт центрĕ" республикăри проекта хутшăннă. Ăна пурнăçа кĕртсе шкул культура çурчĕпе, библиотекăпа пĕрле тĕрлĕ мероприятисем ирттерет. Çавăн пекех Çирĕклĕ Шăхалĕнчи педагогсен ĕç опытне Пĕтĕм Раççей шайĕнче алла илеççĕ. Пĕлтĕр Елчĕк шкулĕнче электронлă библиотека ĕçлеме пуçланă. Кăçал унта "Шкулсенче шахматсем" программăна ĕçе кĕртме, "Астрономи" предметне вĕрентме, агрокласс уçма палăртнă.

Юлашки çулсенче учительсене пурлăхпа мораль тĕлĕшĕнчен хавхалантарсах пыраççĕ. Хальхи вăхăтра учительсен вăтам ĕç укçи 20677,30 тенкĕпе танлашать. Ку вăл, 2015 çулхипе танлаштарсан, 1,9 процент пысăкрах.

Вĕренỹ пахалăхĕн тĕп кăтартăвне, паллах, тăххăрмĕшсемпе вунпĕрмĕшсен пĕтĕмлетỹ аттестацийĕ кăтартса парать. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче 9 класран вĕренсе тухакан 206 ача обязательнăй майпа 4 экзамен тытнă. Çапах та патшалăхăн тĕп экзаменĕнче "2" паллă илнисем пирки учительсен шухăшламалăх пурах. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне районти 110 выпускник тытнă. Обязательнăй икĕ предметпа экзамен тытакансен балĕсем ỹссе пыни савăнтарать. Выпускниксем çулсерен обществознанипе физика предмечĕсене кăмăллаççĕ.

2016-2017 вĕренỹ çулĕнчи 110 выпускникран 19-шĕ шкултан хĕрлĕ аттестатпа тухнă. Анчах мĕншĕн вĕренỹ отличникĕсен йышĕнче предметсен олимпиадисене, наукăпа практика конференцийĕсене, фестивальсене хутшăнманнисем те пур?

Шкулта ача хăйне пур енлĕн кăтартма, çивĕч ăслă ачана малалла аталантарма мĕнпур майсем çителĕклĕ. Унăн тавракурăмне анлăлатма пулăшаççĕ те предметсен олимпиадисем. Юлашки виçĕ çулта Елчĕк, Курнавăш шкулĕсенче вĕренекенсем предметсен олимпиадисене хастар хутшăннипе кăна мар, çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышне кĕнипе те мухтанма пултараççĕ. Елчĕк шкулĕн вĕренекенĕсем регионти предметсен олимпиадинче те пысăк кăтартусемпе палăраççĕ. Юлашки çулсенче çак енĕпе район яллă районсем хушшинче çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышĕпе яланах малти ретре тăрать. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче те 52 вĕренекен регионти олимпиадăна хутшăннă, 12-шĕ - призерсен йышĕнче. Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчи 11 класра вĕреннĕ Дмитрий Волков вара Пĕтĕм Раççейри олимпиадăра физкультура предмечĕпе çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. Елчĕк шкулĕнчи 11 класра вĕреннĕ Николай Петров технологипе предметсен олимпиадин юлашки тапхăрĕнче призерсен йышне кĕчĕ. Паллах, вĕренекенсен пысăк ỹсĕмĕнче вĕсен учителĕсен - Олег Осиповăн, Сергей Долговăн тỹпи те пысăк. Олег Николаевич Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн 250 пин, Сергей Витальевич 75 пин тенкĕ хавхалантару укçине тивĕçрĕç.

Анчах акăлчан чĕлхи, хими, истори, информатика, обществознани, экономика предмечĕсемпе Елчĕксем республика шайĕнче призлă вырăнсене йышăнайманни чыс кỹместех. Çак предметсемпе районти олимпиадăна хутшăнакансем пĕчĕк балсем пухаççĕ, çавăнпах вĕсем республикăри рейтинг урлă та каçаймаççĕ.

Кĕçĕн классенче вĕренекенсем ăс-тăн вăййисене хутшăнаççĕ. Республикăри тапхăрта районти 6 вĕренекен палăрнă. 17 вĕренекен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçнĕ.

Районта физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе тĕллевлĕ программăсем ĕçлеççĕ. Курнавăш шкулĕн вĕренекенĕсен спорт занятийĕсем кăçал çĕнетсе юсанă спортзалта иртĕç. Ăна юсама федераци тата республика бюджечĕсенчен 972365,59 тенкĕ, А.В.Игнатьев ячĕллĕ "Улăп" спорт комплексне юсама район 2615733 тенкĕ уйăрнă.

Вĕренекенсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн пыракан шкул ачисен спартакиадинче пысăк кăтартусем тунине палăртмасăр иртеймĕн. Елчĕк район команди йывăр атлетикăпа республикăри спартакиадăра пĕрремĕш вырăна тухнă. Спорт шкулне çỹрекенсен çитĕнĕвĕсем те савăнтараççĕ. "Улăп" спорт шкулĕн воспитанникĕсем пиллĕкмĕш çул республикăри спорт шкулĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăна тухаççĕ. Хоккеистсен ỹсĕмĕсем те республикăра курăмлă. "Зарница", "Орленок" çарпа спорт вăййисенче те шкул ачисем хăйсен çивĕчлĕхне, пултарулăхне уççăн кăтартаççĕ. Çавăн пекех шкул ачисем ГТО нормисене туллин тултараççĕ.

Вĕренекенсене паха пĕлỹ панипе пĕрлех вĕсен сывлăхне çирĕплетме те пысăк тимлĕх уйăрмалла. Шкулсенчи столовăйсенче ачасем пурте вĕри апат çиеççĕ. Халĕччен пĕр хут çитернĕ пулсан, кăçал икĕ хут çитерессине йĕркелемелле. Район администрацийĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн сывлăх енчен хавшак 13 ачана шкулта икĕ хутчен апат çитерессине йĕркеленĕ.

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче районта 1869 ача парта хушшине ларĕ. Вĕренекенсем çулсерен чакса пынăран "Илемпи" ача садне Çĕнĕ Пăва шкулĕ çумне çирĕплетнĕ. Çавăн пекех Яманчỹрел ялĕнчи пуçламăш классенче вĕренекенсем Шăмалак шкулне çỹреме пуçлаççĕ. 40 ачаран та сахал вĕренекен тĕп шкулсен малашлăхĕ те сисчĕвлентерет.

Районта ачасене садике вырнаçтарассипе чăрмавсем тахçанах çук ĕнтĕ. 3 çултан пуçласа 7 çулчченхи 700 шăпăрлан ача садне çỹрет. Хушма пĕлỹ паракан 3 учрежденире 842 ача тĕрлĕ енлĕ ăсталăхне туптать. Ку вăл мĕнпур вĕренекенĕн 44,1 проценчĕ шутланать. Раççей Президенчĕн указĕпе килĕшỹллĕн 2020 çул тĕлне шкул ачисен 70-75 проценчĕ хушма пĕлỹ илме çỹремелле. Çавна май кăçал 6 вăтам шкулта тĕрлĕ енлĕ пĕрлешỹсем уçма палăртнă.

Курнавăш шкул директорĕ Петр Кузнецов, Çĕнĕ Пăвари вырăс чĕлхипе литературин учителĕ Леонилла Пупина, Елчĕкри шкул директорĕн вĕренỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Владимир Баймушкин, Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕ Луиза Доброхотова вĕрентĕвĕн çĕнĕлĕхĕсем çинчен тухса калаçрĕç.

Конференцире ĕçре пысăк ỹсĕмсем тунă педагогсене, шкул ĕçченĕсене тĕрлĕ шайри наградăсем парса чысларĕç. Елчĕкри Сергей Долгова 75 пин тенкĕ хавхалантару укçине паракан свидетельство пачĕç. Кушкăри истори учителĕ Людмила Пешенькова Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине, район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн аслă методисчĕ Сергей Скворцов "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ята, Раççей Федерацийĕн Вĕренỹпе наука министерствин Хисеп грамотине Çирĕклĕ Шăхалĕнчи математика учителĕ Антонина Краснова, Чăваш Республикин Вĕренỹпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотисене Шăмалакри Ирина Воронова воспитатель, Çĕнĕ Пăвари "Илемпи" ача сачĕн заведующийĕ Светлана Кудряшова, Кушкăри чăваш чĕлхипе литературин учителĕ Анна Портнова, Аслă Елчĕкри технологи учителĕ Михаил Соколов тивĕçрĕç.

Çавăн пекех Чăваш Республикин вĕренỹ тата наука работникĕсен профсоюз рескомĕн, район администрацийĕн, район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн Хисеп грамотисене, "Единая Россия" партин Чăваш регионти уйрăмĕн Тав хучĕсене илекенсем йышлăн пулчĕç.

Канашлура çулсеренех шкул ачисен спартакиадинче çĕнтернĕ шкулсене чысласси ырă йăлана кĕнĕ. Елчĕк тата Патреккел шкулĕсем кубоксене алран ямаççĕ. Светлана Петрова, Николай Миллин паянхи вĕренỹ тытăмĕ çĕнĕлле шухăшлакан учительсем çинче тытăнса тăнине, педагогсен пурнăçран хăйĕнчен те вĕренмеллине палăртрĕç.

В.КИРИЛЛОВА.

Автор сăнỹкерчĕкĕнче: награда илнисен пĕр ушкăнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика