Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăватлă турăш

26 августа 2017 г.

Августăн 31-мĕшĕ - Туррăн Таса Амăшĕн "Всецарица" сăнне асăнса уяни.

Çак хăватсем тăвакан турăш Грецири таса Афон тăвĕ çинчи Ватопед мăнастирĕнчи чиркỹре упранать.

Авалхи манахсем каласа хăварнă тăрăх, пĕррехинче "Всецарица" турăш патне пĕр çамрăк çын пынă. Çав вăхăтра Турă Амăшĕн сăнĕ тĕлĕнмелле çутăпа çиçсе илнĕ, çамрăк çын куçа курăнман вăйпа ывтăнса кайса урайне ỹкнĕ. Хăранипе вăл чиркỹрен чупса тухнă та ватă манахсене хăй ăрăмçă пулнине пĕлтернĕ.

Ăрăмласси, тухатасси вăл вăхăтра христиансен хушшинче рак шыççи евĕр сарăлса пынă пулнă.

Турă Амăшĕн "Всецарица" сăнĕ çамрăк çынна усал ĕçĕнчен хăтарса ỹкĕнĕç çулĕ çине тăратнă, халĕ вăл рак чирĕпе асапланакан çынсене сывалма пулăшать. Пирĕн хута кĕрекен, чирсенчен сыватакан Турă Амăшĕн "Всецарица" сăнĕ Лаш Таяпа чиркĕвĕнче те пур. Ăна Кавказри Çветтуй Георгий ячĕллĕ хĕрарăмсен мăнастирĕнчи манахсем çырнă.

Турă Амăшĕн хăватсем тăвакан сăнне хисеплесе тăвакан кĕлĕ Лаш Таяпа чиркĕвĕнче августăн 30-мĕшĕнче 14 сехет те 30 минутра, августăн 31-мĕшĕнче ирхине 7 сехетре пуçланать.

СИЛУАН атте,
Лаш Таяпари Турă амăшĕн çуралнин ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика