Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Автобуспа шанчăклăрах

26 августа 2017 г.

Куславккасем халĕ автобуспа çỹреме тăрăшаççĕ...

Çула тухакан питех шутласа тăмасть. Çул çинче хăйне мĕн кĕтнине пĕлмест. Мĕнле самант килсе тухать, мĕнле çанталăк, çăмăл машини тĕрĕс-тĕкел-и, руль умне ларнă çынни тата кам, мĕнлескер? Кĕçĕр çывăрнă-и вăл, каçран ĕçкĕпе иртĕхмен-и?

Уйрăм çỹрекен çăмăл машинăсемпе шутламасăрах ларса каять. Аван-çке - кил хапхи умне килсе илеççĕ, каялла леçсе хураççĕ. Вĕсем патшалăха налук тỹленипе тỹлеменни пире мĕне кирлĕ?

Елчĕксем пекех шутланă Куславккасем те. Анчах июль уйăхĕнче пулса иртнĕ пысăк инкек вĕсен шухăшне тĕпрен улăштарнă. Пĕр самантра аварие пула Шупашкара кайма тухнă виçĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă: йывăр çын хĕрарăмпа унăн пĕчĕк ачи Турă аллинче.

Инкек пуринпе те пулма пултарать-ха. Саккуна пăхăнса пассажир турттараканăн та, теприн те. Çапах та уйрăмлăх куç умĕнче. Хăй тĕллĕн, хăй кĕсйине хулăнлатассишĕн çеç тăрăшакан водитель халь пассажирсене нимĕнпе те пулăшаймасть. Тин çеç хăвăрт çỹресе укçа нумай тăвас тесе хавхаланнă çын халь хăйне мĕнле туять-ши? Вăл сывă юлнă.

Автовокзалтан расписанипе тухакан водителĕн çул çинче хăвалас йăла çук. Унăн хăвăртлăх режимне пăхăнса çитес çĕре палăртнă вăхăта çитмелле. Сывлăхне руль умне лариччен тухтăр тĕрĕсленĕ, автобусĕ механик тишкерĕвĕ витĕр тухнă.

Унсăр пуçне билетлă пассажира федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн инкек мĕн пулсан 2 миллион тенкĕ таран страховка тивĕçет. Çакăн чухлĕ укçа вилнисен тăлăха юлнă ачисене, сусăрланнисене сывалма пулăшма ытлашши пулмастчĕ вĕт.

Хисеплĕ ентешсем! Эпир те инкек пуласса кĕтер мар. Халех тĕрĕс суйлав тăвар. Çул çине мĕнле транспортпа тухмалли çинчен тĕплĕн шухăшлар.

Валентина Ивановна.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика