Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ "туссем тупăнаççĕ"

26 августа 2017 г.

Наркомани паян чикĕсем урлă хăвăрт каçса пĕтĕм тĕнчешĕн пысăк хăрушлăх пулса тăчĕ. Наркомансен йышĕнче 18-30 çулсенчи çамрăксем пулни паллă. Наркоманипе чирлекенсем Тутарстан Республикипе, Чулхула облаçĕпе чикĕленекен районсенче нумай.

Çын наркотикпе "туслашнине" малтанхи тапхăртах мĕнле пĕлмелле? Наркотикпе анранă çынна малтанхи тапхăрта сыввинчен уйăрса та илейместĕн. Çапах та ывăл-хĕрĕн кашни хусканăвне туякан ашшĕ-амăшĕ ачи улшăннине тỹрех сисет.

Наркотик тутанакан ачана малтанхи интерессем илĕртмеççĕ, унăн вĕренỹ шайĕ чакать. Кăмăлĕ хăвăрт улшăнма пултарать, ыйхă çĕтнипе аптăрать. Тепĕр паллă - куç шăрçи пĕчĕкленсе е сарăлса каять. Унăн тăруках çĕнĕ "туссем" тупăнаççĕ, урăхла калаçусем пуçланаççĕ. Наркотиксемпе усă куракан çамрăк çав тери хăвăрт тата чĕрре кĕрсе калаçать, куçĕ "çуталать", ним çукран кулма тытăнать е тарăхать.

Чылай çул наркотикпе туслисен аллисем çинче е ытти вырăнта укол йĕрĕсем нумай, куç айĕ шыçăнни те паллă. Препарат витĕмĕ вĕçленсен наркоманăн кăмăлĕ пусăрăнать, вăл хăйне çиллес тытать. Хăвăртрах черетлĕ доза тупас туйăм унăн "чунне кăшлать".

Ачасене наркотиксенчен хỹтĕлесси чи малтанах çемьерен, çывăх çыннисенчен килет. Вĕсене мĕн пĕчĕкрен сывă пурнăç йĕркине хăнăхтармалла. Ку ĕçре педагогсемпе психологсем, ашшĕ-амăшĕ, культурăпа общественность пĕрле тăрăшни кирлĕ. Ачана юратни, ăнланни - тĕрĕс воспитани никĕсĕ. Вăл çемьере хăйне шанчăклă тыттăр тата хисепленине туйтăр.

Н.БАЙДУГАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика