Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç стажĕ те, пултарулăхĕ те ỹсет

26 августа 2017 г.

Ĕç стажĕ те, пултарулăхĕ те ỹсет

Пĕр вунă çул каялла кăна-ха район центрĕнче çỹç кастарса сăрлаттарасси е прическа тăвасси йывăрччĕ. Шур пĕркенчĕк айне ларас текен пикесем вара çывăхра вырнаçнă хуласенех çитетчĕç. Паян ку ыйту никама та тарăн шухăша ямасть. Район центрĕнче умлă-хыçлă парикмахерскисем уçăлчĕç. Чăннипех те ырă пулăм.

Елчĕкри "Арбат" суту-илỹ центрĕнче виççĕмĕш çул "Надежда" парикмахерски ĕçлет. Надежда Карсакова хăй суйласа илнĕ профессине питĕ килĕштерет. Ĕç стажĕ те пĕчĕкех мар унăн. 2006 çулта алла специальноç илсен пĕр вăхăт хулара тăрăшнă. 2008 çултанпа вара тăван районта. Малтанах "Венера" салонта опыт пухнă. Унтан хăй парикмахерски уçнă.

Надежда Николаевна клиентсемпе çепĕç калаçать, алли те ăста. Ун патĕнче черет тăрса вăхăта ирттермеççĕ, маларах çырăнса палăртнă вăхăта салона килеççĕ.

Çамрăк иртнĕ çул Елчĕкри "Чи лайăх парикмахер" конкурсра иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Çавăн пекех вăл йăла пулăшăвĕ паракан предпринимательсем хушшинчи ăмăртусене те хутшăнать. Кăçал Çĕнĕ çул уявне парикмахерскине илемлетнĕшĕн пĕрремĕш вырăна тухнă.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăнỹкерчĕкре: Н.Карсакова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика