Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Электрон мелĕпе

26 августа 2017 г.

Чăваш Республикинчи ШĔМĕн районсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн миграци пункчĕ кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен халăха йышăнас ĕç графикĕ улшăнасса пĕлтерет.

Халăха ытларикун, юнкун, кĕçнерникун, эрнекун, шăматкун 9 сехетрен пуçласа 14 сехетчен (апат вăхăчĕ14-15 сехетсенче) йышăнăпăр. Вырсарникунпа тунтикун - кану кунĕсем.

Граждансене çавăн пекех документсене хатĕрленĕ чухне патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе усă курма сĕнетпĕр. Çакă вăхăта перекетлеме тата ĕçе çăмăллатма май парать. Электрон мелĕпе усă курас тесен чи малтанах пĕрлехи портал (www.gosuslugi.ru) урлă заявлени çырса регистрациленмелле.

Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе усă курса Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспортне, ют çĕршыв паспортне илме, улăштарма, регистраци учетне тăма тата тĕрлĕ справка илме май пур.

А.СОСНОВА,
Елчĕкри полици пайĕн миграци пункчĕн ертỹçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика