Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ултав серепинчен пăрăнар

26 августа 2017 г.

Юлашки çулсенче çын шанăçĕпе усă курса преступлени çулĕ çине тăракансен шучĕ ỹссех пырать. Çавна май ШĔМĕн районсем хушшинчи Комсомольски уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕ халăха, уйрăмах аслă çулхисене, ултавçăсенчен асăрханма ыйтать.

Преступниксем теприн сăмахне ăша хывса çăмăллăнах шанса ỹкекен çынсене тĕрлĕ майпа илĕртеççĕ. Чылай чухне вĕсем хăйсене право йĕркин ĕçченĕсем евĕр тытаççĕ, ултавпа çынсене сехĕрлентереççĕ. Республикăра, сăмахран, çакăн евĕр тĕслĕхсем те пулнă. Преступник пĕр-пĕр çынна телефонпа шăнкăравласа вĕсен çывăх тăванĕ пирки "уголовнăй ĕç пуçарнине е автомашинипе çынна çапса хăварнине" хыпарлать. Счет çине укçа-тенкĕ куçарсанах "айăпçăна" йывăр лару-тăруран хăтарма шантарать. Уйрăмах ватă çынсем çакланаççĕ ултавçăсен серепине. Тепĕр чухне кулăшла та пулса тухать. Укçа куçаракансен хăшĕ-пĕрин ывăлĕ е хĕрĕ те çук, е вĕсем çав вăхăтра юнашар пỹлĕмре çывăрнă. Чылай тĕслĕхре ултав чунлă çынсем çын пысăк укçа-тенкĕ е хаклă медицина аппарачĕ, ытти тĕрлĕ хатĕр выляса илнине пĕлтерсе СМС çырусем яраççĕ. Выляса илнĕ укçа-тенке е япалана çухатас мар тесен вĕсен суммин 13 процентне çывăх вăхăтрах налукшăн саплаштарма васкамаллине пĕлтереççĕ. Теприсене "Эсир пысăк укçа-тенкĕ (тĕрлĕ сумма палăртаççĕ) выляса илтĕр. Саламлатпăр. Халех çак номер çине шăнкăравласа ярăр!" тесе СМС яраççĕ, телефон счечĕ çинчен укçа-тенкĕ яма сĕнеççĕ. Ямăт укçа-тенкĕллĕ пулма ĕмĕтленекенсем вара ултав серепине лексе наччасрах пысăк укçа-тенкĕ çухатаççĕ.

"Анне, манăн пысăк чăрмавсем, ман номер çине укçа хур", "Анне, мана укçа кирлĕ", "Çак номер çине укçа хур. Ывăлу" е ытти тĕрлĕ сăмахсемлĕ çырусене шанса хăшĕ-пĕри тĕрлĕ номер çине укçа хума васкать. Асăннă тĕслĕхсене ăша хывса халăха кирек мĕнле хыпара та тĕрĕслеме, палламан тата сисчĕвлентерекен çынсемпе тимлĕ пулма ыйтатпăр.

А.АЛЕКСЕЕВ,
Елчĕкри полици пайĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика