Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырмана хăвăртлатса кĕлете çĕн тырă кĕртер

23 августа 2017 г.

Вырмана хăвăртлатса кĕлете çĕн тырă кĕртер

Елчĕк районĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 22002 гектар çинче вырса илмелле. Ĕнерхи кун тĕлне мĕнпур лаптăкăн 11698 гектарне (53 процент) çулнă, планпа палăртнă пĕтĕм лаптăкăн çуррине çапса тĕшĕленĕ, 300982 центнер тырă çапса илнĕ. Тухăç гектартан вăтамран 28,1 центнер тухать. Кĕр тыррисене акма 4959 гектар, е планпа палăртнин 72 проценчĕ, çĕр хатĕрленĕ. 1136 гектар çинче кĕрхи çĕртме сухи тунă. Виçĕ хуçалăхра - "Прогресс" АХОра, "Комбайн" ЯХПКра, "Энтепе" ОООра - кĕр тыррисене акма пуçăннă. "АСК-Яльчики" ОООра 9 гектар çинче çĕрулми кăларнă.

Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин "Эмметево" хуçалăхра районти хуçалăхсен ертỹçисемпе специалисчĕсене пухса вырма ĕçĕсене хăвăртлатас ыйтупа канашлу ирттерчĕ

- _ Кăçалхи çанталăк условийĕсене пула республикăра, çав шутран пирĕн районта та культурăсем каярах пиçсе çитнĕрен тыр-пула пухса кĕртес ĕçе иртнĕ çулхисенчен самай каярах пуçăнтăмăр. Çавăнпа вырмана хăвăртлатмалла, уяр çанталăкăн кашни саманчĕпе тухăçлă усă курса авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вырма ĕçĕсене вĕçлемелле, - палăртрĕ вăл.

Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов районта вырма ĕçĕсем мĕнлерех пыни пирки чарăнса тăчĕ.

Канашлăва "Эмметево" хуçалăхра ирттерни те ахальтен мар. Ĕçе кирек хăçан та пĕлсе тата вăхăтлă, тỹрĕ кăмăлпа йĕркелесе пыраççĕ кунта. Хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă пулнине Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ те пытармарĕ. Хуçалăх ертỹçин Юрий Лапшинăн мăшăрне Августина Константиновнăна Николай Петрович упăшкине кулленхи ĕçре хавхалантарса тата пысăк пулăшу парса, хуçалăхри ĕç-хĕле йĕркелеме хутшăнса пынăшăн уйрăммăн тав турĕ.

"Эмметево" хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1180 гектар лаптăк çинчен пухса кĕртмелле. Вырмана икĕ "Acros-585" тата "Енисей-1200" комбайнсем хутшăнаççĕ.

- Тухăç кашни гектартан вăтамран 25,4 центнер тухать, - пĕлтерет хуçалăх ертỹçи Юрий Лапшин.

Тыр-пул тухăçлă çитĕннĕрен кăмăллă вăл. Ăна çуркунне минерал удобренийĕпе апатлантарнин, çумкурăкран сыхласа лаптăка хими им-çамĕпе сапнин, çĕре кăпкалатса вăрлăх акичченех агротехнологие çирĕп пăхăнса ĕçленин витĕмĕ те пысăк.

Комбайнсене ĕçе çирĕп пĕлекен ĕçченсене шанса панă. Валерий Захаров Николай тата Алексей ывăлĕсемпе икĕ комбайна, Олег Лапшин Николай ывăлĕпе пĕр комбайна тухăçлă ĕçлеттереççĕ. Вĕсем пурте шанчăклă, тырра хире хăвармаççĕ, яра куна кашни сехетпе тухăçлă усă кураççĕ. Анатолий Ивановпа Валерий Егоров водительсем тырра уйран йĕтем çине çийĕнчех турттараççĕ. Йĕтемри ĕçе механизациленĕрен кунта ĕçлекенсен шучĕ пысăках мар. Людмила Соловьева, Ираида Павлова, Галина Федорова, Валерий Краснов ĕçченсем яваплăха туяççĕ тата тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.

Хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен мĕнпур лаптăкĕн 594 гектарне (50 процент) çулнă тата çапса тĕшĕленĕ, 15390 центнер тырă çапса илнĕ. Кĕр тыррисене акма 300 гектар (67 процент) çĕр хатĕрленĕ.

"Эмметево" ОООра кăçал К-700 универсаллă трактор, ун валли сухаламалли, кăпкалатмалли агрегатсем, дискатор туянма вăй çитернĕ. Пысăк хăватлăскер икĕ трактор вырăнне ĕçленине, паянхи кун вăл кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлес ĕçре пысăк пулăшу панине, вăхăта перекетленине кăмăллăн пĕлтерет хуçалăх ертỹçи.

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăнỹкерчĕкĕнче: Валерий Захаров комбайнерпа Анатолий Иванов водитель.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика