Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » РФ Патшалăх Ялавĕн кунĕ

23 августа 2017 г.

РФ Патшалăх Ялавĕн кунĕ

Августăн 22-мĕшĕнче çĕршывăмăр хăйĕн наци уявĕсенчен пĕрне - Пашалăх Ялавĕн кунне - паллă турĕ. Ăна Раççей Президенчĕн 1994 çулхи августăн 22-мĕшĕнче алă пуснă Указĕпе туса хунă.

Виçĕ тĕслĕ ялав историйĕ пуян. Пуçласа шурă-кăвак-хĕрлĕ ялава Алексей Михайлович патша вăхăтĕнче, 1667 çулта, "Орел" карап çинче çĕкленĕ. "Орел" çак ялав айĕнче вăрах ишеймен: Атăл тăрăх Астрахане аннă май ăна Степан Разин майлисем çунтарса янă. I Петĕр вăхăтĕнче триколор патшалăх ялавĕ пулса тăнă ĕнтĕ, ăна Раççейĕн питĕ хăвăрт аталанакан флочĕн мĕнпур карапĕ çинче çĕкленĕ. Шăпах I Петĕр 1705 çулта указ кăларнă, вăл кашни карап çинче виçĕ тĕслĕ ялав çĕклеме хушнă, унăн тĕслĕхне те хăех ỹкерсе кăтартнă, йĕрсем мĕнле пулмаллине палăртнă. Кашни тĕсĕн - хăйĕн пĕлтерĕшĕ. Шурри - ирĕклĕх, кăвакки - авалтанпах Раççее хỹтĕлекен Турă амăшĕ, хĕрли - патшалăх палли. Тепĕр верси тăрăх шурă тĕс чыса палăртнă, кăвак тĕс - тỹрĕ кăмăла, хĕрли вара вырăссемшĕн кăтартуллă хăюлăхпа ырă кăмăла.

Раççей патшисем ялав ỹкерчĕкне пĕрре кăна мар улăштарнă. Сарă тата хура йĕрсем те, ăмăрткайăк ỹкерчĕкĕ те пулнă. III Александр вăхăтĕнче кăна, 1883 çулта, шурă-кăвак-хĕрлĕ пусма Раççей империйĕн официаллă ялавĕ пулса тăнă. Февральти революци хыççăн та çаплах пулнă-ха. 1918 çулта тин Яков Свердлов хăйĕн декречĕпе хĕрлĕ ялава - çулăмпа юн тĕсне - пурнăç панă.

73 çул иртсен, 1991 çулта, август уйăхĕнчи путча парăнтарнă хыççăн виçĕ тĕслĕ ялав каялла таврăннă. Ун чух вун-вун пин çын хутшăннă, манифестацие пухăннă халăх каварçăсене çĕнтернине паллă туса питĕ пысăк çак ялав айĕнче утнă. Августăн 22-мĕшĕнче çĕнĕ ялав Шурă çурт çийĕн вĕлкĕшме пуçланă.

2000 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче Владимир Путин Патшалăх Думине "Раççей Федерацийĕн Патшалăх Ялавĕ çинчен" саккун проектне панă, Дума ăна çав çулхи декабрĕн 8-мĕшĕнче йышăннă. 20-мĕшĕнче саккун проектне Федераци Канашĕ ырланă, 25-мĕшĕнче Владимир Путин алă пуснă. Çапла вара виçĕ тĕслĕ ялав никама пăхăнман çĕнĕ Раççейĕн патшалăх символĕ пулса тăнă. Çĕршывăн чи пысăк ялавĕ, 3х4 метрлăскер, Кремль çийĕн вĕлкĕшет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика