Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яваплăха туйнă, ỹркенмен

23 августа 2017 г.

Яваплăха туйнă, ỹркенмен

Кĕçĕн Таяпа ялĕнче çуралса ỹснĕ Люба. Вăтам шкул пĕтерсен экономиста вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсенех Чкалов ячĕпе хисепленекен колхозра экономистра ĕçленĕ. Ун чухнехи хуçалăх ертỹçи Петр Егорович Крылов çамрăк специалистсене пĕлсе, тĕплĕ ĕçлеме вĕрентнĕ. Пысăк тавракурăмлă хастар пикене çамрăксем комсомол организацине ертсе пыма шаннă.

Общество пурнăçĕнчен аякка пăрăнман хĕре Таяпа Энтри каччи куç хывнă. Часах çамрăксем çемье çавăраççĕ. Вара Любовь Ильинична Елчĕкри хатĕрлев кантурне ĕçлеме вырнаçать. 30 çул экономист пулса тăрăшнă унта вăл. Çав вăхăтрах пĕр улшăнмасăр 29 çул профсоюзăн вырăнти организацине ертсе пынă. Хатĕрлев кантурĕн коллективĕ туслă, килĕштерсе ĕçленипе районта кăна мар, республикăра та палăрнă. Ахальтен мар вĕсем Мускавран та дипломсем илме тивĕçнĕ. Кунта, паллах, кашни çыннăн тỹпи пулнă. Çав шутра Любовь Ильиничнăн та.

Хатĕрлевçĕсем çу уйăхĕсенче пĕр канăç та курман. Кĕркуннеччен вĕсем тĕрлĕ эмел курăкĕсем пухнă. Çĕнĕ хатĕрлев çуртне те хăйсен вăйĕпех çĕклесе лартма пултарнă.

- Юлашки çулсенче хатĕрлев кантурĕн ĕç-хĕлĕ пĕтсе ларнăшăн питĕ кулянатпăр. Паян ял халăхĕн мĕн чухлĕ чĕртаварĕ сая каять. Юрать-ха унти çурт-йĕр усăсăр лармасть, - пăшăрханăвне пытараймасть Любовь Ильинична.

Ĕç ветеранĕ хăй чунне парса тăрăшнă, иртнĕ çулсене ăшă кăмăлпа аса илет:

- Çулталăк пуçлансанах кашни колхозпа кам мĕн чухлĕ пахча çимĕç, çĕрулми хатĕрлесе парассипе килĕшỹ тăваттăмăр. Кĕркунне хамăр вăйпа 50-60 вакун ялхуçалăх продукцине çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене ăсататтăмăр. Каярахпа, самана улшăнма тытăнсан, Северодвинск хулинчен чĕртаваршăн укçана вăрах вăхăт куçараймарĕç. Роза Ивановна Никонорова директор çав хулана тухса кайрĕ. Пĕр эрнене яхăн пурăнчĕ унта, тивĕçлĕ укçана куçарттарса килчĕ. "Вокзалта билет туяннă хыççăн пĕр пус укçа юлмарĕ. Урайĕнче выртса çỹрекен укçа çук-ши тесе пăхса çỹрерĕм", - тесе каласа паратчĕ вăл. Хăй вара пире пурне те мамăк пиртен çĕленĕ кĕпесем илсе килнĕччĕ. Пирĕн патăмăрта ун чухне таварсем питĕ хĕсĕкчĕ.

Хатĕрлев кантурĕн кăлпасси тата выльăх пусакан цехсем те пулнă. Унта 10 тĕрлĕ ытла кăлпасси, унсăр пуçне тĕрлĕрен тĕтĕмленĕ аш-пăш кăларнă. Уйăхне вĕсене 2 тоннăран кая мар сутнă.

- Вĕсене хамăр тăрăхра кăна мар, Шупашкар, Ульяновск, Хусан хулисене ăсататтăмăр, - пĕлтерет Любовь Ильинична.

Пĕрле ĕçленĕ тус-юлташсем паян та пенсире тесе алă усса лармаççĕ. Халĕ те туслă, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ, час-часах пĕр-пĕринпе тĕл пулаççĕ, ватлăхра савăнăçне те, хуйхи-суйхине те пĕрле çурмалла пайлаççĕ.

Нумаях пулмасть Любовь Ильинична 70 çулхи юбилей кĕрекине ларчĕ. Ăна райпона ертсе пынă, пĕрле ĕçленĕ З.Чумарков, Р.Харисов, В.Галкин, З.Указова тата ытти тантăшĕсем саламланă, Рифкат Сабирович районти ветерансен канашĕн ячĕпе Хисеп грамоти, парне парса савăнтарнă. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Петров та ялти ветерансен канашĕн активлă членне Тав хучĕпе чысланă. Вырăнти культура ĕçченĕсен юрри-ташши хисеплĕ çыннăн чунне ирĕке янă.

Любовь Ильиничнăпа Петр Алексеевич Ивановсен çемйинче яланах ăшпиллĕ калаçу тăнă. Мăшăрĕ малтанах газосварщикра тăрăшнă, каярахпа райпора товароведра вăй хунă. Шел, савнă мăшăрĕ ир çĕре кĕнĕшĕн пит кулянчĕ хĕрарăм. Юрать, ватлăхра пĕччен мар Любовь Ильинична. Çемьере хăйсен ача-пăчин сассине илтейменрен Ивановсем тăлăх ачана хăйсен ăшшине парас тесе ĕмĕтленнĕ. Çапла кăшт вăхăт иртсенех Петя Любовь Ильиничнăпа Петр Алексеевичăн чуна çывăх чи хаклă тĕпренчĕкĕ пулса тăнă. Вăтам шкул хыççăн каччă университет пĕтернĕ. Мăшăрланнă. Халĕ асламăшĕ виçĕ мăнукĕпе киленсе пурăнать.

- Эпĕ мăнукăмсене чун-чĕререн юрататăп. Кин те питĕ лайăх. Енчен те Петя пирĕн ача пулман пулсан эпĕ çут тĕнчере ун пек лайăх çын пур иккенне пĕлмесĕрех пурăнаттăмччĕ пулĕ. Мухтав Турра, пире çакăн пек ача парнеленĕшĕн. Вăл манăн тĕрев. Сывлăхĕ пултăр унăн, кинпе мăнуксен, - тет çитмĕл çулхи хĕрарăм савăнăç куççульне шăлса.

В.ВАНЮШКИНА.

Сăнỹкерчĕкре: Л.Иванова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика