Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрлаççĕ, анчах пурпĕрех çакланаççĕ

23 августа 2017 г.

Вăрлаççĕ, анчах пурпĕрех çакланаççĕ

Электричество пирĕн пурнăçа нумай çăмăллăх кỹрет. Тĕрĕссипе каласан, вăл пулмасан пĕтĕм пурнăç чарăнса ларассăн туйăнать. Анчах юлашки çулсенче хваттерсенче тата уйрăм çуртсенче пурăнакансем хушшинче электроэнерги вăрласси ỹссе пыни шухăшлаттарать. Чăваш Республикинче кăçалхи пĕрремĕш çур çулта энергетиксем никампа килĕшỹ тумасăр, шута илмесĕр электроэнергипе усă курнă 455 тĕслĕхе тупса палăртнă. Ку вăл 0,937 млн тенкĕлĕх 1,111 млн кВтч электроэнерги вăрланине пĕлтерет. Çав шутран 6 тĕслĕхре çынсем электричество сечĕсене хăйсен приборĕсене çыхăнтарса 0,018 млн кВтч электроэнерги вăрланă, электричество компанине 0,043 млн тенкĕлĕх сиен кỹнĕ. Пирĕн Елчĕк районĕнче пурăнакансем хушшинче те кукăр алăллă çынсем пайтах. 6 уйăхра электричество энергине вăрланă 19 тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă.

Яллă вырăнсенче электричество энергийĕ çурт-йĕре хутса ăшăтма тата юсавпа строительство ĕçĕсене пурнăçлама саккунсăр майпа тăкакланать. Электричество энергине мĕнле майпа вăрланине пурте пĕлетпĕр. Уйрăмах счетчик çине кĕриччен пралук çакса ярса вăрласси анлă сарăлнă. Елчĕк районĕнче электричество энергийĕ вăрласси Элпуç тата Яманчỹрел ялĕсенче ытларах палăрать. Çакăн пек çынсем патшалăха та, электричествăпа тивĕçтерекен организацисене те пысăк сиен кỹреççĕ. Мĕншĕн тесен халĕччен ĕçленĕ сывлăшри линисене, электросеть оборудованийĕсене юсама, электроэнергетикăн çĕнĕ объекчĕсем тума укçа-тенкĕ çитсе пымасть. Сывлăшран пралук çакса ярса саккунсăр майпа ĕçлеттерекен циркулярка, сварка аппарачĕ электричествăпа тивĕçтерессин шанчăклăхне ỹстерместех. Çавăнпа пĕр урамра пурăнаканăнах телевизорĕ е холодильникĕ стройран тухать. Çапла вара электроэнерги вăррисем электроэнергетиксене кăна мар, хăйсемпе юнашар пурăнакансене те сиен кỹреççĕ. Тепĕр чухне хăйсем те шар кураççĕ. Час-часах тухакан пушарсен сăлтавне юсавсăр электроприборсем, линисем юсавсăрри çине яраççĕ. Тĕрĕссипе, пралуксене тĕрĕс мар çыхăнтарнипе тухнă пушарсем пайтах. Çапла вара темиçе çĕр тенкĕ перекетлесе хамăр кăна çунса каймастпăр, кỹршĕ-аршăна та хăрушлăх умне кăларса тăрататпăр. Çакăн çинчен шутласа пăхмалăх пур.

Ялта пурăнакан кỹршĕ-аршă - уйрăм çуртра е нумай хваттерлĕ çуртра пурăнать-и вăл - пĕр-пĕрне питĕ лайăх пĕлеççĕ. Электроэнерги вăрланине те асăрхамасăр тăмаççĕ - анчах пурте шăпăрт. Нумай хваттерлĕ кашни çуртра общедомовой счетчик пур. Унăн расхучĕсене кашни хваттере валеçсе парса тỹлеттереççĕ. Тепĕр чухне уйрăм çемьене пырса тивекен уйăхри расхут 100 тенке те çитет. Вăрăшăн та тỹлетпĕр çав. Энергетиксем хăйсем те алă усса лармаççĕ-ха. Кăçал саккунсăр майпа электроэнергипе усă куракансене тупса палăртас тĕллевпе тĕрĕслевсен шутне темиçе хутчен те ỹстертĕмĕр. Хальхи йышши техникăпа электричество энергийĕ хăш вырăнта çухалнине, вăрăсене тупса палăртма май парать. Çапах та электричество энергийĕ вăрлакансем çакна пĕлсе тăма тивĕç: Административлă право Кодексĕн 7.19 стат-йипе килĕшỹллĕн вĕсене административлă штрафсем кĕтеççĕ. Уйрăм çынсене 10 пин тенкĕрен пуçласа 15 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ, должноçри çынсене 30 пин тенкĕрен пуçласа 80 пин тенкĕ таран, юридика сăпачĕ-сене - 100 пин тенкĕрен пуçласа 200 пин тенкĕ таран. Çавăнпа та электричество вăррин çулĕ çине тăрар мар.

Юрий ХУШКИН,
Елчĕк районĕнчи электричество сечĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика