Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сыввисемпе тан туйччăр

19 августа 2017 г.

Сыввисемпе тан туйччăр

Сусăрсене ĕçпе тивĕçтересси - патшалăх шайĕнчи тĕп тĕллевсенчен пĕри.

Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерстви "Чăваш Республикинче инвалидсене ĕçе вырнаçтарассипе çыхăннă мероприятисене пурнăçа кĕртесси" темăпа Елчĕк районĕнче лару ирттерчĕ. Ун ĕçне Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, маларах асăннă министерствăн представителĕсем, районсемпе хуласенчи ĕçпе тивĕçтерекен, халăха социаллă пулăшу тата хỹтлĕх паракан центрсен ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Ларăва Сергей Димитриев министр уçрĕ. Сусăрсем валли ĕç вырăнĕсем тупса парассипе республикăра сахал мар ĕç тунине палăртнă май вăл çапла каларĕ.

- Инвалидсене ĕçе вырнаçтарас енĕпе эпир Раççей Федерацийĕнче 5-мĕш вырăнта тăратпăр, çапах та çакă тунă ĕçсемпе çеç лăпланса лармаллине пĕлтермест, ку енĕпе малалла та çанă тавăрсах ĕçлемелле-ха.

Министр шухăшĕпе, инвалидсене ĕçе вырнаçтарассипе çыхăннă мероприятисене ăнăçлă пурнăçлама халăх хушшинче ăнлантару ĕçне тивĕçлĕ йĕркелени пулăшать. Ку енĕпе ĕçлекен специалистсен хуласемпе районсенче пурăнакан кашни инвалидпах час-часах куçа-куçăн тĕл пулса калаçусем ирттермелле, ĕç вырăнĕсем сĕннисĕр пуçне шалти кăмăл-туйăмĕпе те тĕплĕн паллашмалла. Инвалида сĕнекен ĕç килĕшмест пулсан, мĕншĕн килĕшменнин сăлтавне пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене ĕç тупмалли мелсем пирки каласа кăтартни, ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштарни, хăйсен ĕçĕсене те уçма май пуррине ăнлантарни те вырăнлă.

Кун йĕркине кĕртнĕ пĕрремĕш ыйтупа - "Чăваш Республикинче сусăрсене ĕçе вырнаçтарас мероприятисене пурнăçа кĕртесси çинчен" Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕн çумĕ Виктор Ковалев тухса калаçрĕ. 2016 çулта республикăра ĕçлекен 8151 инвалида (пĕтĕм инвалидсен 30 проценчĕ) шута илнĕ. 2017 çулхи çурла уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 5996 инвалида (планпа 7867 инвалида ĕç вырăнĕ тупса пама палăртнă) тĕрлĕ ĕçе вырнаçтарнă. Çакă ĕçлес пултарулăхлă инвалидсен 22,3 процен-чĕпе танлашать. Паянхи кун тĕлне республикăри 24 пин инвалида ĕçе вырнаçма сĕннĕ е тĕрлĕ пулăшу пирки ăнлантарнă пулсан, вĕсенчен 30 проценчĕ ĕçлеме е пулăшупа усă курма килĕшмен, 15 проценчĕ медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухать е социаллă тата ытти мероприятисене хутшăнать, 11 проценчĕ пропискăна тăнă вырăнта пурăнмасть, 5 проценчĕ сывлăхĕ япăххине хыпарлать, 3 проценчĕ килти хушма хуçалăхра тăрăшать.

Енчен те ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем маларах инвалида центра хăй ĕç шыраса пырсан анчах ĕç вырăнĕ тупса панă пулсан, халĕ пуçарулăх центр специалисчĕсенчен тухать. Вĕсем инвалидсемпе уйрăммăн тĕл пулса ĕç сĕнеççĕ. Ĕç рынокĕнчи лару-тăру, паянхи самана ыйтакан профессисем тата предприятисемпе организацисен ертỹçисем мĕнлерех меслетсене мала хуни пирки тĕплĕн каласа кăтартаççĕ. Паянхи кун республикăри ĕç рынокĕнче инвалидсене вырнаçтарма май пур 300 ытла вакантлă вырăн пуррине палăртрĕ Виктор Ковалев.

Сусăрсене ĕçе вырнаçтарнă чух специалистсем "Чăваш Республикинче инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем квотăласси çинчен" саккунне тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Саккунпа килĕшỹллĕн Чăваш Енре 100 çынран иртекен коллективлă предприятисенче ĕçченсен вăтам списокĕн 2 процентне, 35 çынран сахал мар тата 100 çынран ытлашши мар коллективлă организацисенче 1,5 процентне инвалидсем валли уйăрмалла. Республикăра çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 1161 организацинче инвалидсем валли 2546 единица квота уйăрнă, пурĕ 2308 инвалид ĕç вырăнĕллĕ пулнă.

Инвалидсене ĕçпе тивĕçтересси çине районта та пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

- Сусăрсене кăткăс лару-тăрура хăнăхма, вĕсене квалификацине ỹстерме е çĕнĕ професси алла илме пулăшса ĕç тупса парасси - пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри, - палăртать Елчĕк районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Марина Васильева.

Районта паянхи кун 1798 инвалид пурăнать, 569 ĕçлес пултарулăхлă инвалидран 105-шĕ яланлăх ĕç вырăнĕнче, 35-шĕ вăхăтлăх ĕç вырăнĕсенче тăрăшаççĕ. Сусăрсен пысăк пайĕ районти ялхуçалăх предприятийĕсенче, "Кирпич", "Юрга" ОООсенче вăй хураççĕ.

Ларура ытти çивĕч ыйтусене те тишкерчĕç.

Унтан Сергей Димитриев министрпа Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин Анатри Тимешри О.П.Гаврилов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тата Елчĕкри "Спутник-1" ОООра пулчĕç. Вĕсенче пĕрер сусăр тăрăшать. Инвалидсен нушине çăмăллатас, вĕсем хăйсене ыттисемпе тан туйччăр, шаннă тивĕçĕсене пысăк хавхаланупа пурнăçлаччăр тесе сахал мар тăрăшаççĕ ертỹçĕсем.

Сăмах май, районти мĕнпур ялхуçалăх предприятийĕнчи пекех, О.П.Гаврилов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче вырма шавĕ тăрать. Кăçал кунта ялхуçалăх культурисене 70 гектар çинче акса хăварнă. Хальхи вăхăтра 44 гектар çинче çитĕннĕ пĕрчĕллĕ культурăсене пухса кĕртес тĕлĕшпе пур вăя хурса тăрăшаççĕ ĕçченсем.

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăнỹкерчĕкĕнче: Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕ Сергей Димитриевпа (сылтăмра) Елчĕк район пуçлăхĕ Николай Миллин О.П.Гаврилов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика