Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асамлă кĕвĕ ытамĕнче

19 августа 2017 г.

Асамлă кĕвĕ ытамĕнче

Тăрăмри культура çуртĕнче Чăваш Республикин музыка обществин тата Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ деятелĕн Вячеслав Захаровăн "Асамлă кĕвĕ ытамĕнче" кĕнеке хаклавĕпе юбилей концерчĕ иртрĕ.

Анатри Тимеш ялĕнче ỹссе çитĕннĕ Вячеслав Захаров хăйне пĕчĕкĕллех тĕрлĕ енчен тĕрĕсленĕ. Шкул пĕтернĕ хыççăн çар ретне тăнă. Танкист пулнă. Хĕсметрен таврăнсан пĕр вăхăт трактористра тăрăшнă. Унтан, мĕн пĕчĕкрен хуткупăса тăсса юрăсем янăратнăран, культура ĕçне кỹленнĕ. 35 çул тăрăшать вăл çак сферăра. Вăл "Районти чи лайăх культура ĕçченĕ", спектакльсенче тĕп сăнарсене выляса "Арçынсен рольне чи лайăх вылякан" ятсене те тивĕçнĕ.

Сцена çине тулли кăмăлпа, пысăк хавхаланупа тухакан баянист аккомпаниатор кăна мар, сăвăсем те çырать, вĕсене юрра хывать, хăех юрлать. Пултаруллă поэтăн, вырăнти паллă композиторăн, хастар юрăçăн "Асамлă кĕвĕ ытамĕнче" кĕнеки - виççĕмĕш. Ăна Кукаç Славкки хăйĕн 60 çулхи юбилейне халалласа район хаçачĕн типографийĕнче пичетлесе кăларчĕ.

Юбилей концерчĕ Вячеслав Захаров хăй çырнă "Юратнă ĕç - чуна киленĕç" сăввине вуланипе уçăлчĕ. Унтан - "Пенси фончĕ" юрра шăрантарчĕ.

Тăрăмри культура çурчĕ çумĕнчи "Алмантай" фольклор ушкăнĕн ертỹçи Евдокия Каширина илемлĕх ертỹçине сумлă юбилей ячĕпе саламласа парнепе чысларĕ. Районти, республикăри тĕрлĕ конкурссен лауреачĕсен ячĕсене тивĕçнĕ фольклор ушкăнĕ хăйсен репертуарĕнчи юрăсене тулли кăмăлпа шăрантарчĕ.

Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Трофимов юбиляра саламласа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе чысларĕ. "Рассвет" ялхуçалăх производство кооперативĕн ертỹçи Юрий Мясников пултаруллă баянист çинчен ăшă сăмахсем каланă май ăна парнепе савăнтарчĕ.

Ỹркенмен, юрă-кĕвĕ ытамне чунĕпех путнă Вячеслав Захаров Патреккелти халăх, Елчĕкри ветерансен "Туслăх" хорĕсене те хаваспах çỹрет. ЧР, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Борисов ертсе пыракан йышлă ушкăн хисеплĕ юлташне саламласа, парне парса илемлĕ юрăсем янăратрĕ.

- Пирĕн районта паллă поэт-юрăçсем сахал мар. Аслă Елчĕкре çуралса ỹснĕ, республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те хисеплĕ ят-сума тивĕçнĕ Николай Карлин, Каркаларта ỹссе тĕрекленнĕ Николай Краснов. Пирĕн хаклă юбиляр - Вячеслав Захаров та вĕсенчен юлмасть, кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларать, - палăртмасăр иртмерĕ Геннадий Арсентьевич.

Уявра Вячеслав Германовича хисеплекенсем йышлă пулни курăнчĕ. Кам кăна саламламарĕ-ши ăна! Пĕр уявра кăна темиçе Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Чăвашлăха аталантарнă çĕрте пысăк тỹпе хывнăшăн Чăваш Наци конгресĕн Елчĕкри уйрăмĕн ертỹçи Николай Малышкин Чăваш Наци конгресĕн Хисеп грамотипе чысларĕ. 30 çул ытла икĕ тус-юлташа сцена çинче кураççĕ Елчĕксем. Вĕсем юрлакан юрăсене куракансем яланах тăвăллăн алă çупса йышăнаççĕ. "Елчĕк ен" хаçатăн пай редакторĕ Валентина Кириллова "Елчĕк ен" хаçатăн активлă ялкорне Хисеп грамоти парса чыс турĕ тата Чăваш Республикинчи Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров алă пуснă Хисеп грамотине илнĕ ятпа саламларĕ. Çывăхри, инçетри тус-юлташĕсем, Елчĕкри танкистсен пĕрлешĕвне ертсе пыракан Александр Сорокин (вăл хăйĕн шỹчĕсене те вуларĕ) культработникăн пултарулăхне пысăка хурса хакларĕç.

Уявра ытларах автор çырнă, кĕвĕленĕ юрăсем янăрарĕç. Вĕсене Шупашкар районĕнчи Шупашкаркассинчи "Шурăмпуç", Тỹскелĕнчи "Шуçăм" фольклор ансамблĕсем те, Антонина Лукина юрăç чуна пырса тивмелле шăрантарчĕç. Калас пулать, Шупашкартан килнĕ фольклор ансамбльне Вячеслав Германович ывăлĕ Леонид ертсе пырать. Хăнасем куракансене чылай юрăпа тыткăнларĕç.

Елчĕкри "Кумсем" ушкăна хамăр тăрăхра пĕлмен, вĕсен ăсталăхĕпе киленмен çын та çук тăр. Хальхинче Иванпа Лилия Шурбинсем, Оля Архипова ĕçтешне ăшшăн саламласа савăк юрăсем парнелерĕç. Юбилярпа пĕрле вырăнти юрăçсем - Олег Александров, Нина Назарова "Елчĕк ен - савнă ен", "Тăвана курсан" юрăсемпе тыткăна илчĕç. Куракансене Патреккелти халăх хорне çỹрекен арçынсем авторăн "Спортпа туслă пул" юррине шăрантарни килĕшрĕ. Çĕнĕ Пăвари "Камбрэ" ташă ушкăнĕн пултарулăхĕ те кăмăла кайрĕ.

Юбилейăн концерт программине Николай Малышкинпа Вера Панкратова ертсе пычĕç. "Вирьял шевлисем" фестивалĕн Гран-прине тивĕçнĕ Вера Панкратова юрă хыççăн юрă янратса Елчĕкри культура çурчĕн коллективĕ ячĕпе саламларĕ.

Юлашкинчен уява хутшăннă юрăçсемпе куракансем Вячеслав Захаров сăввипе Олег Александров кĕвĕленĕ "Юратнă Кĕçĕн Пăла" юрра шăрантарчĕç. Юбиляр куракансене, юрă-ташă ăстисене хăйне хисеп тунăшăн тав тума та манмарĕ.

Концерт вăраха тăсăлчĕ. Асамлă кĕвĕ ытамне путнă ял çыннисемпе хăнасем савăк кăмăлпа килелле васкарĕç.

В.СМИРНОВА.

Сăнỹкерчĕкре: В.ЗАХАРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика