Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулта йĕркене пăхăнман

19 августа 2017 г.

Елчĕк район прокуратури районти пĕр шкулта ирттернĕ тĕрĕслев вăхăтĕнче кунта ачасен пурнăçне тата сывлăхне хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес условисене тата ытти йĕркесене пăхăнманнине тупса палăртнă.

2016-2017 вĕренỹ çулĕсенче шкулта ачасен ашшĕ-амăшĕнчен пахалăхне тата хăрушсăрлăхне çирĕплетекен документсемсĕрех çĕр- улми пуçтарнă. Йĕркене пăснă тепĕр тĕслĕх - вĕренекенсенчен тимĕр-тăмăр тата кивĕ хут пухса сутнинчен кĕнĕ укçа-тенке централизациленĕ бухгалтери кассине хывманни тата унпа йĕркере палăртнă пек усă курманни.

Елчĕк район прокуратури Елчĕк район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçине асăннă çитменлĕхсене пĕтерес тĕллевпе йĕркене пăхăнман должноçри çынна дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарма асăрхаттарнă. Çавăн пекех вĕрентỹ учрежденийĕн директорĕ тĕлĕшĕпе Раççей Федерацийĕн Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексĕн 6.6 статйипе килĕшỹллĕн административлă ĕç пуçарнă. Йĕркене пăснă должноçри çынна 5 пин тенкĕрен пуçласа 10 пин тенкĕ таран штраф тỹлеттерме пултараççĕ.

В.НИКОЛАЕВ,
Елчĕк район покурорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика