Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрỹ ĕçсен эрни

16 августа 2017 г.

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ.

Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый иртнĕ эрнекун районăн экономикăпа социаллă пурнăçĕн 2017 çулхи пĕрремĕш çур çул итогĕсене пĕтĕмлетнĕ анлă канашлу çинчен чарăнса тăнă. Çав кунах районта Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Чăваш Республикин ачасен прависен енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов хутшăннипе Хăвăлçырма тата Хĕрлĕçыр ялĕсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем уçăлнă. Тĕпрен илсен, мероприятисем çỹллĕ шайра иртнĕ.

Унтан Леонард Левый районти вĕренỹ учрежденийĕсенче çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленни çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Районти виçĕ комисси - вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-финанс пайĕн начальникĕ Галина Анисимова ертсе пынă, 16 шкулпа 3 хушма пĕлỹ паракан учрежденире, 4 ача-пăча садĕнче пулнă. Кун пирки хамăр хаçатра тĕплĕн çутатнăччĕ.

Каласа хăвармалла, федераци программипе килĕшỹллĕн Курнавăшри шкулăн спорт залне юсама 972,4 пин тенкĕ, "Улăп" физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен спорт çурчĕн бассейнне юсама вырăнти бюджетран 2600 пин тенкĕ уйăрнă.

Кăçал районти шкулсенче 1869 ача парта хушшине ларĕ, вăл шутран пĕрремĕшсем - 176-н. Паянхи кун тĕлне Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта ют чĕлхе, Аслă Таяпара математика, Çирĕклĕ Шăхалĕнче вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен вакансийĕсем пур. Республикăри йăлана кĕнĕ учительсен çуллахи канашлăвĕ августăн 22-мĕшĕнче Шупашкарта иртет. Районти педагогсем вара хăйсен канашлăвне августăн 24-мĕшĕнче Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта пуçтарăнма палăртнă.

Районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Надежда Уркова сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчи модернизаци ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăнă. Районти халăхăн сывлăхне упрас тата çирĕплетес тĕллевпе çулсерен çĕнĕ ФАПсем çĕкленеççĕ. Иртнĕ эрнере саккăрмĕшпе тăххăрмĕш фельдшерпа акушер пункчĕсем уçăлнă. Кун пирки те хаçат вулаканĕсене пĕлтернĕччĕ. Паянхи кун тĕлне районта 23 ФАП шутланать, вĕсенчен чылайăшне хальхи пурнăç ыйтнă шая çĕнетмелле. Надежда Викторовна çавăн пекех вăйпитти çынсем вилеслĕхĕ çивĕч тăнине палăртнă. Тунтикун тĕлне кăçал районта 212 çын вилнине регистрациленĕ. Ку вăл, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 9 çын сахалтарах. Районта çыннăн пурăнас кун-çулĕ ỹссе пыни савăнтарать: 72 çултан 75 çула çитнĕ. Хĕрарăмсен пурăнас вăтам кун-çулĕ 81 çулпа, арçынсен 67 çулпа танлашнă.

Тĕп врач çавăн пекех грипран сыхланасси пирки сăмах хускатнă. Хальхи вăхăтра районта грипа хирĕç вакцинаци тăвас ĕç пуçланнă. Çавна май организацисен ертỹçисен те хăйсен ĕçченĕсен сывлăхне упрасси çине тимлĕн пăхмалла, вăхăтра прививкăсем тутарас пирки тăрăшмалла.

"Стройэнергосервис" ООО директорĕ Александр Нягин организацин кăçалхи çур çулхи ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă. Хальхи вăхăтра организацире 26 çын шутланса тăрать. Вĕсемсĕр пуçне çуллахи тапхăрта рабочисен хушма бригадине йĕркелеççĕ. Организаци строительство ĕçĕсене хамăр районта кăна мар, ун тулашĕнче те пурнăçлать. Иртнĕ кунсенче вăл Хăвăлçырмара ФАП хута янă. Хальхи вăхăтра Вырăскассинчи культура çуртĕнче, Елчĕкри котельнăйсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсен, скотомогильниксен территорийĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе те ĕçлеççĕ.

Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти çивĕч ыйтусене те сỹтсе явнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика